Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Часовня уçăлчĕ

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнчи çĕнĕ масар çинче çĕкленĕ Николай Чудотворец ячĕллĕ часовньăна уçма хутшăнчĕ. Унта çавăн пекех Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин, "Родина" ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ Владимир Синеев, ял старости Николай Алемесов тата кунта пурăнакансем пулчĕç.

Часовньăна сăваплама Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей тата Çĕнĕ Ахпỹртри чиркỹ настоятелĕ Михаил Медведев иерей хутшăнчĕç.

Хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак сăваплă ĕçе явăçнисене тав сăмахĕ каларĕ: "Юхмапа Пăла тăрăхĕн-че пурăнакансем çулран-çул масар таврашĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшни кăмăллă. Часовньăсем тăваççĕ, виле пытарнă чухне усă курма кирлĕ хатĕрсене хума çуртсем çĕклеççĕ. Масарсене тирпейлесе тăрасси - яваплă ĕç. Çакă ертсе пыракансене те, граждансене те савăнтарать".

 Рудольф Селиванов вырăнти старостăна Николай Алемесова тав турĕ. Вăл пуçарнипе тата ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе юлашки çулсенче кунта палăрмаллах ырă улшăнусем пулаççĕ. Хастарсем район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

 Çакна палăртмалла: часовня тума ял халăхĕ, тĕрлĕ хулара пурăнакан ентешсем, фермерсем явăçнă. Иртнĕ çул пуçаруллă бюджетпа картана та çĕнетнĕ.

 А. ИВАНОВА

Авангард



08 июля 2022
14:02
2022 год
Поделиться