Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

100 çухрăм – велосипедпа

 Районта "100 çухрăм - мĕншĕн тесен эпир пĕрле" велочупу иртрĕ. Комсомольскинче старт илнĕ спорт мероприятине хутшăнакансене Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулăн "Тамчы" ансамблĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн параппанçисем, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, халăх фольклор коллективĕсем кĕтсе илчĕç.

Велочупăва кăмăллакансен йышне кашни ялтах çак спорта мала хуракансем хутшăнса пычĕç. Шăнкăртамра вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та старта тăчĕ.

 "100 çухрăм - мĕншĕн тесен эпир пĕрле" профсоюз ĕçченĕсен III чупăвне сумлă лару-тăрура Патăрьелĕнче уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, массăллă спорта аталантарас тата анлăн сарас енĕпе тимлекен Раççейри профсоюзсен никама пăхăнман федерацийĕн оргкомитечĕн секретарĕ, çĕршыври телевидени ĕçченĕсен профсоюзĕн тĕп редакторĕ Сергей Драндов, Чăваш Республикинчи профсоюз канашĕн председателĕн çумĕ Виталий Ильин, Пĕтĕм Раççейри вĕрентỹ профсоюзĕн Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Зинаида Степанова хутшăнчĕç.

Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче çак спорта районта кăмăлланине, чылай велосипедист Раççей, республика шайĕнчи ăмăртусенче çитĕнỹсем тунине палăртрĕ. Акă, маунтинбайк енĕпе тĕнче шайĕнче палăрнă Ирина Калентьева Нăрваш Шăхалĕнче малтанхи хăнăхăвĕсене илнĕ. Ăна пирвайхи утăмсене тума педагогика ĕçĕн ветеранĕ Василий Бородкин пулăшнă. Пĕрремĕш тренерĕ вара Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Афанасьев.

Спорт уявĕнче шăпах сумлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Валерий Афанасьева "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медальне парса чысларĕ.

 Велочупăва сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, унта Раççей Федерацийĕн мĕн пур категори гражданĕсене явăçтарас, массăллă спорта тата профсоюз юхăмне мала хурас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Кăçалхине çĕршывăн 20 регионĕнчи 150 ытла спортсмен явăçрĕ.

Чăваш Республикипе Тутарстан Республикинче 100 çухрăма тăсăлнă чупăвăн финишĕ Пăва хулинче пулнă.

А. КАПИТОНОВА

Авангард



08 июля 2022
14:05
Хроника мероприятий
Поделиться