Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асла Чементе пурăнакан Геннадий Пузайкин 75 çулхи юбилейне паллă турĕ

Асла Чементе пурăнакан Геннадий Пузайкин 75 çулхи юбилейне паллă турĕ

Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакан аслă ăру çыннисене ял администрацийĕ тимлĕх уйăрма тăрăшать. Çак кунсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев, ялти хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçи Людмила Ежова Чемен ялĕнче пурăнакан Геннадий Пузайкина çавра çулпа, 75 çул тултарнă ятпа,  саламларĕç.

Геннадий Никифорович çак ялтах çуралса ÿснĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра водительте тăрăшнă. Éçри çитĕнÿсемшĕн ăна район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе те чысланă. Пянхи кун вăл вĕлле хурчĕсемпе интересленет, вĕсем çинчен кĕнекесем вулать. Вăхăтĕнче вăл библиотекăра чи нумай кĕнеке вулакансен шутĕнче те пулнă. Халĕ те хаçат-журналти тĕрлĕ канашсемпе паллашать, усăллă курăксем çинчен вуласа пĕлет. Тĕрлĕ хусканусем тума та ÿркенмест, сывлăхшăн хамăрăн та чылай тăрăшмаллине палăртать.

Геннадий Никифорович Тури Чакă хĕрĕпе Елена Александровнăпа пĕрлешсе ултă ачана кун çути парнеленĕ. Паянхи кун та кил хушшинчи ĕçсене мăшăрпа пурнăçлаççĕ. Ачасене ялта туса илнĕ пахча-çимĕçпе савăнтарарас тесе тăрăшаççĕ.

Хисеплĕ Геннадий Никифорович! Сире юбилей ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

 



07 июля 2022
13:45
2022 год
Поделиться