Юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ
"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи тĕп больницăна тĕплĕн юсама пуçланă. Сиплев çуртне çĕнетни ялта пурăнакансене тивĕçлĕ тата пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама май парать.
- Хальхи вăхăтра урайне, ăшăтмалли системăна, канализаци пăрăхĕсене улăштарассипе, пĕрремĕш тата иккĕмĕш хута электричествăпа, шывпа тивĕçтерессипе ĕçлетпĕр. Объект тăррине витме пикеннĕ, - тет районти тĕп больницăн хуçалăх пайĕн начальникĕ Фаик Шапка.
Сăмах май, сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилемелли программăпа Сăкăтри врач амбулаторине тума пуçланă, çавăн пекех Первомайскинчи сыватмăшра та юсав пырать.
Тĕп больницăна шывпа тивĕçтерекен башньăна та (подрядчикĕ "Сельмашстрой") реконструкцилеççĕ. Поликлиникăн тĕп корпусĕн фасадне улăштарнă çĕрте "Гарант" пĕрлешỹ строителĕсем тăрăшаççĕ, вĕсем ăшă тытакан тата çилтен хỹтĕлекен хатĕрсене вырнаçтарма пуçланă. Асăннă ĕçсене пурнăçлама республика хыснинчен укçа уйăрнă.
Юсав пынă вăхăтра та медиксем унчченхи кун йĕркипех ача çуратмалли уйрăмра вăй хураççĕ.
(Хамăр корр.)
Авангард