Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх хуралĕн чи лайăх ĕçченĕсене - чыс та мухтав!

ÇАК кунсенче республикăра сывлăх хуралĕнче тăрăшакансене Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕç, "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ята тивĕçнисене тĕрлĕ номинаципе чысларĕç. Конкурс çĕнтерỹçисен йышне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тĕп больница коллективĕнчен харăсах тăватă специалист кĕнĕ: Татьяна Ильина - "Чи лайăх çемье врачĕ", Мария Ильина - "Васкавлă пулăшăвăн чи лайăх врачĕ", Алена Шляпина - "Васкавлă пулăшăвăн чи лайăх фельдшерĕ", Альбина Лукс - "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ". Вĕсене пурне те Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сумлă лару-тăрура саламланă.

Авангард



05 июля 2022
13:27
Публикации
Поделиться