Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăмăртусенчен - çитĕнỹпе

Чылай чухне Акатуй-Сабантуя, тĕрлĕ уява курма пыракансенчен ытларахăшĕ юртă лашасен чупăвне пăхма кăмăллать. Кашни чупăмра кам çĕнтерни, финала хăшĕсем кĕме пултарни интереслентерет вĕсене.

Лаша спорчĕ те сезонлă теме пулать. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен пуçланаççĕ те ăмăртусем кĕркуннепе вĕçленеççĕ. Пирĕн районтан ăмăртусене 16 юртă лаша хутшăнать. Пĕринче пĕри, тепринче тепри çĕнтерỹçĕ пулать. Районта пурăнакансем Патăрьелĕнчи А.Краснов, Шупашкарти Н.Пыркин (Кивĕ Ахпỹрт), Шăнкăртамри А.Хамбиков, Ф.Земдиханов, М.Тухветуллов, И.Забиров, М.Тазетдинов, М.Абейдуллов, Сăкăтри В.Пайдютов, Кивĕ Ахпỹртри А.Каргин, Пăлапуç Пашьелĕнчи С.Кузьмичев тата ыттисем тытса пыракан юлан утçăсен лашисем ăмăртусенче малта пулнине пĕрре мар курса киленнĕ.

Кăçалхи сезона та ăнăçлă пуçларĕç вĕсем. Ульяновск хулин ипподромĕнче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ХХII Сабантуйран А.Краснов иккĕмĕш вырăнпа таврăнчĕ. Нагаткинри чупуран Алексей Егорович пĕрремĕш вырăна тухса килчĕ.

Шупашкар район администрацийĕ ирттернĕ ăмăртура Н.Пыркин пĕрремĕш, А.Краснов иккĕмĕш, А.Каргин виççĕмĕш вырăнсене йышăнса савăнтарчĕç.

Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин уявĕнчи йăпанăçлă чупура пĕтĕмпех Пăлаçипе Юхма Ен юлан утçисем малта пулни кăмăллă. А.Каргин пĕрремĕш, А.Хамбиков иккĕмĕш, В.Пайдютов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Финалти ăмăртура А.Краснов мала тухрĕ.

Районти юртă лашасем Мускав, Самара, Оренбург, ытти хуласенчи ăмăртусене хутшăнса призлă вырăнсене сахал мар тивĕçеççĕ. Халĕ вĕсем Мордови Республикине, унтан Мускава кайма хатĕрленеççĕ.

А. ИВАНОВА

 

Авангард



05 июля 2022
16:41
Хроника мероприятий
Поделиться