Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канашлу ирттернĕ

 Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов "Вереск" пĕрлешĕвĕн проект организацийĕн ертỹçипе Александр Егоровпа тата Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Александр Еремеевпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Вĕсем Турхантан кăнтăрарах вырнаçнă Шлипшур юхан шывĕнче гидротехника сооруженийĕпе инженери тĕпчевĕсем тата юсав ĕçĕпе проект документацийĕсем хатĕрлес ыйтăва сỹтсе явнă. Организаципе контракт 2022 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче çырнă, вăл октябрĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет.

Равиль Ямалетдинов ĕçе вăхăтра вĕçлемеллине палăртнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



05 июля 2022
16:35
Хроника
Поделиться