Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă йăлана малалла тăсса юбилейçĕсене салам çитерĕç

 РАЙОНТА ырă йăла-йĕркене малалла тăсасси çирĕпленнĕ йĕрке. Вăл шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, ĕç паттăрĕсене юбилейпе саламласси, вĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тăвасси те кашни уйăхрах пурнăçланса пырать. Сăмах май каласан, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн пуçарăвĕпе ĕç хастарĕсене 70 çулхи юбилейрен пуçласах саламлаççĕ. Кăмăллă-çке! Июль уйăхĕнче вара Пăлапуç Пашьелĕнчи Паулина Куртмина, Тутар Тимешĕнчи Афирян Салеев, Шăнкăртамри Рауза Шарифзянова, Пăлапуç Нурăсĕнчи Валентин Гладков, 90 çул тултарнине паллă тăвĕç. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем те çак ятпа çывăх кунсенче ăшă салам сăмахĕсене йышăнĕç.

Çак уйăхрах Хирти Пикшикри Ринат Хабибулловичпа Флюра Камальтдиновна Земдихановсем, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Николай Васильевичпа Розалия Егоровна Маркидановсем ылтăн туйне паллă тăвĕç.

Авангард



05 июля 2022
13:28
2022 год
Поделиться