Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăклăх килет пĕрре, савăнар, кулар пĕрле

Çамрăклăх - этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ, çĕнĕлĕхсемпе пуян, хăвăн çулна суйласа илмелли, малашлăх тĕллевĕсемлĕ тата вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалли вăхăт. Шăпах паянхи яш-кĕрĕм пĕр-пĕрне ăнланма, итлеме, илтме пĕлнинчен пуласлăх, çĕр çинчи тăнăçлăх нумай килет.

Июнĕн 28-мĕшĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта Çамрăксен кунне халалласа районти яш-кĕрĕмĕн "Çамрăклăх планети" фестивалĕ иртнĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин вĕрентỹ институчĕн халăха финанс пĕлĕвне вĕрентекен центрăн ертỹçи Дмитрий Щепелев, "Регион аталанăвĕн институчĕ" коммерцилле мар автономиллĕ организацин директорĕ Алексей Львов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Наталия Андреева, Петр Шашкин хутшăннă.

 - Çамрăксем - пирĕн район пуянлăхĕ, унăн ĕç, ăс-хакăл тата пултарулăх çăлкуçĕ. Сирĕн хастарлăхăртан тата çирĕплĕхĕртен пирĕн çĕршыв пуласлăхĕ килет. Ăна хỹтĕлесе, ĕçлесе, çемье йĕркелесе эсир хăвăрăн телейĕре тата тăнăçлăхăра никĕслетĕр, çакă район тата республика малашăхĕшĕн тăрăшни, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уява пухăннă хĕрсемпе каччăсене саламланă май.

 Савăнăçлă мероприятире конкурссенче, фестивальсенче çĕнтернисене, форумсене хутшăннисене, пултаруллă, пуçаруллă, ĕçлĕхлĕ çамрăксене тĕрлĕ шайри награда панă.

Ялти çамрăк специалистсен профессири пултарулăхне ỹстерес, хавхалантарас тĕллевпе районта çулленех "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалистсем" конкурс ирттереççĕ. 2022 çул кăтартăвĕпе 8 номинаципе çĕнтерỹçĕсене палăртнă: "Сывлăх сыхлавĕнчи чи лайăх ĕçчен" номинацире Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Олеся Артемьева врач-гинеколог, "Вĕрентỹри чи лайăх çамрăк ĕçчен" - Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти физика учителĕ Гелия Начаева, "Культурăри чи лайăх ĕçчен" - Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн "Централизациленĕ клуб системи" учрежденин заведующийĕ Ольга Алексеева, "Шкул çулне çитменнисене вĕрентекен чи çамрăк ĕçчен" - Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Илюзя Купкенова, "Муниципалитет службин чи лайăх çамрăк ĕçченĕ" - район администрацийĕн ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ Валентина Петрова, "Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк ĕçчен" - "Исток" çĕр ĕç фирмин тракторисчĕ Никита Михайлов, "Социаллă сферăн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ" - районти халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан центрăн специалисчĕ Татьяна Шакаева, "Патшалăхăн çамрăксен политикин обществăлла сферинчи чи лайăх активисчĕ" номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн аслă вожатăйĕ Наталья Сагунева çĕнтернĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннă Степан Степанов, Филипп Бородов, Аида Халдырмина, Иван Елистратов, Кирилл Кошкин район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Майăн 27-29-мĕшĕсенче Тăвай районĕнчи "Упа кĕтесĕ" кану базинче кăçал пĕрремĕш хут агроволонтерсен "Ялта чи лайăххисем" слечĕ иртрĕ. Район чысне хỹтĕленĕ Лилия Янтыковăна, Илмир Халитова, Станислав Мулюкова, Андрей Воробьева, Виктор Львова, Камил Салихова ЧР ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă.

Çамрăксен кунĕнче вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухнă 53 каччăпа хĕр те медальсем илнĕ.

"Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăтлăх кĕртмелли объектсене онлайн-сасăлавпа палăртма пулăшнă 15 волонтера Раççей строительствин министерствин Тав çырăвне панă.

Санкт-Петербург хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕн "Эпĕ Президент пулнă пулсан" конкурсне хутшăннине çирĕплетекен сертификата, республикăри "Камера объективĕнче Конституци" сăн ỹкерчĕксен конкурсĕнче çĕнтернине ĕнентерекен диплома Ыхра Çырминчи вăтам шкулти 10 класри Камил Сабирзянов тивĕçнĕ.

Хушма пĕлỹ тата аталану "АРТ-ТЕАТР" программăна усă курса вĕреннĕшĕн Турханти пĕлỹ çуртĕнче 10 класра ăс пухакан Арина Федотова Пĕтĕм тĕнчери "Артек" ача-пăча центрĕн сертификачĕллĕ пулнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Елена Краснова ача-пăча лагерĕсем хушшинчи шывра ишессипе иртнĕ ăмăртура çĕнтерсе Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча центрĕнчи "Артек" дипломне, SBER Z конкурсра мала тухнăшăн Перекет банкĕн президентĕнчен, правлени председателĕнчен Герман Грефран грамота тата Пĕтĕм Раççейри "Большая перемена" конкурсăн çурма финалĕн дипломне илнĕ.

 "Шухăшсен ярмăркки" пуçарулăх конкурсĕ муниципалитет территорийĕнче усă курма май паракан ăслă, кăсăклă проектсене палăртма - Патăрьелĕнчи яш-кĕрĕме канмалли "Эпир таврари тĕнчене улăштаратпăр" вырăн йĕркелесси" (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул проекчĕ), "Ял территорийĕнче пĕчĕк архитектура кỹлеписемпе усă курса обществăлла вырăнсем йĕркелесси" (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул), "Астăвăм аллейи" (Нăрваш Шăхаль), "Ял хĕрринчи çурт. Ялти хăна туризмĕ" (Хирти Пикшик), "Шкул картишне тата шкул çумĕнчи территорие хăтлăлатасси" (Турхан), нумай функциллĕ "Ылтăн сукмак" зона (Тутар Сăкăт), "Шкул çумĕнчи лаша спорчĕн клубне йĕркелесси" (Пăлапуç Пашьел), "Шăнкăртамра ял туризмне аталантарасси" (Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул), "Патăрьел районĕнче экотуризма аталантарма Пăла пуçламăшне хăтлăлатасси" (Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул) - май пачĕ.

Уявăн официаллă пайĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсен выпускникĕсен "Район çамрăкĕ - хавхалантар чĕрỹне!" ятпа флешмоб ирттернипе вĕçленнĕ.

Пилĕк лапамра районти яш-кĕрĕме аталанма май паракан малашлăхлă темăсене хускатнă: "Вĕрентỹ, професси кирлĕлĕхĕ тата анлăхĕ", "Предпринимательлĕх. Профессипе ĕçе вырнаçасси тата карьера ỹсĕмĕ", "Паянхи çемье: пурлăх тата малашлăхлă аталану", "Паянхи пурнăç аталанăвĕн тапхăрĕнче ялти çамрăксен канăвĕ", "Спорт - пурнăç норми. Активлă пурнăç культурине йĕркелесси".

Интерактивлă лапамсенче мультимеди шкулĕсем, "Аквагрим", "Мехенди" "Графитти" йĕркеленĕ, "Пысăк шар çинче" фотозона, "Руль умĕнче çамрăксем" квест-вăйă тата ытти те ĕçленĕ.

Фестиваль юрă-ташăпа вĕçленнĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



05 июля 2022
16:38
2022 год
Поделиться