Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Комиссин тĕп тĕллевĕ - ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси, вĕсен пурнăçне сыхласси

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Пĕрремĕшĕ яланхи пекех çул çитмен ачасен ашшĕ- амăшĕ РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.35 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннисен ĕçĕсем. Хальхинче çак списокра 15 çын пулчĕ, пурне те саккунпа килĕшỹллĕн штраф пачĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа республикăри ачасен правине хỹтĕлекен уполномченнăйĕн çырăвне пăхса тухса ăна вырăнта пурнăçлас тĕллевпе комисси секретарĕ Лариса Комиссарова тухса калаçрĕ. Лариса Алексеевна хальхи вăхăтра çул çитмен ачасем кỹлĕсемпе пĕвесенче хăйсене мĕнле тытмалли, ятарласа уйăрнă вырăнсенче çеç шыва кĕме юрани, ку тĕлĕшпе районта рейдсем йĕркелемелли пирки çивĕчлетрĕ. Çавăн пекех тĕл пулусенче пĕчĕк ачасем ăнсăртран чỹречерен тухса ỹкесрен, шăрпăкпа ашкăнасран асăрхаттармаллине те палăртрĕ.

Авангард



30 июня 2022
14:42
Поделиться