Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анастасия Краснова - çĕнтерỹçĕ

 ЫХРА Çырминчи вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Краснова пур енĕпе те пултаруллă та хастар. Кăçалхи вĕренỹ çулĕн вĕçĕнче вăл Хусанта вырăс чĕлхипе иртнĕ регион шайĕнчи конкурсран призер пулса таврăнчĕ. Халĕ, акă, каллех тепĕр çитĕнỹ. Çак кунсенче çеç Шупашкарта Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ наукăпа практика конференицийĕнчен çĕнтерỹпе таврăннă. Настя "Сирĕн умăрта пуçа таятăп, мухтавлă ентеш!" ятпа эссе çырса ăна тỹресем умĕнче хỹтĕленĕ. Вĕренỹ отличници хăйĕн творчество ĕçĕнче районăн хисеплĕ çынни Лев Кураков академик пирки çырнă, вăл чăнласах та мухтава тивĕçлине, унпа район, республика çыннисем мăнаçланнине уçса панă.

Çамрăк пикене çак ĕçе пурнăçлама чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова пулăшса пынă

Авангард



30 июня 2022
14:41
Хроника
Поделиться