Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял çыннисем спортра та харсăр

Канашри "Локомотив" спорт шкулĕн базинче республикăри çуллахи ял спорт вăййисем 21-мĕш хут иртнĕ.

Савăнăçлă мероприятие уçнă çĕре тата районсенчи чи вăйлă та пултаруллă çынсене саламлама Чăваш Республикин спорт тата физкультура министрĕ Василий Петров, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Фролов тата Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов хутшăннă.

Тĕрлĕ лапамра иртнĕ ăмăртусене 500 яхăн çын хутшăннă: алă вăйне виçнĕ, волейболла, чушкăлла, теннисла, мини-лапталла вылянă, кире пуканĕ йăтнă, çемьесемпе ăмăртнă. Йăлана кĕнĕ спорт вăййисемсĕр пуçне ĕне сăвакансем, утă çулакансем, механизаторсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Ял спортсменĕсем хăйсемшĕн те, командăшăн та тупăшнă.

Ăмăртура Патăрьел районĕн команди те палăрнă: çăмăл атлетика енĕпе эстафетăра, алă вăй виçессипе пĕрремĕш, кире пуканĕ çĕклессипе, утă çулассипе тата канат туртассипе иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

Харпăр хăйшĕн иртнĕ ăмăртусенче Гелусе Камалетдинова армреслингра тата кире пуканĕ йăтса пĕрремĕш, алă вăйне виçсе Валентина Петрова пĕрремĕш, Марат Гафаров тата Ремис Велиуллов иккĕмĕш вырăн йышăннă. Утă çулакансенчен Татьяна Кудряшовăпа Александр Кузьмин иккĕмĕш, механизаторсемпе доярсенчен Игорь Ивановпа Саша Шмуллин, кире пуканĕ йăтса Алексей Алексеев виççĕмĕш вырăнлă пулнă.

Пĕтĕмĕшле пирĕн район ĕçченĕсем Канашран тăваттăмĕш вырăнпа таврăннă.

Республикăра иртнĕ ăмăрту кăтартăвĕсемпе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине йĕркелеççĕ, вăл Омск облаçĕнчи Ростовка поселокĕнче июлĕн 26-31-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисене хутшăнать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



28 июня 2022
11:48
Хроника мероприятий
Поделиться