Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турнир çивĕч иртрĕ

 Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче шашкăлла выляссипе регион шайĕнчи турнир иртрĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемсĕр пуçне Элĕк, Вăрнар, Комсомольски районĕсенчи, Санкт-Петербург, Мускав, Шупашкар хулисенчи ăста спортсменсем хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинчен пĕри -тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ, пиллĕкĕшĕ спорт мастерĕсем, чылайăшĕ пысăк ăмăрту çĕнтерỹçисем.

Турнира республикăри шашка федерацийĕн председателĕ В. Васильев та хутшăнчĕ, спортсменсене хăйсен пултарулăхне малашне те ỹстерсе пыма ăнăçу сунчĕ. Сумлă ăмăртăва Р. Сафиуллов тĕп судья йĕркелесе пычĕ.

 Турнирăн "аксакалĕ" - Вăрнар районĕнчен килнĕ В. Наумов. Вăл 81 çулта пулин те хастар хутшăнчĕ. Санкт-Петербургран турнира хапăл тунă Станислав Яруков вара чи кĕçĕнни. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă спорт мастерĕн кандидачĕ шашка вăййин вăрттăнлăхне тăватă çул каялла алла илме пикеннĕ. Çамрăк спортсменăн ку таранчченхи ăнăçăвĕ савăнтарать. Вăл Раççей шайĕнчи чылай ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Акатуй-Сабантуйра та иккĕмĕш вырăн йышăннă. Нумай пулмасть çеç Сочинче иртнĕ пысăк турнир çĕнтерỹçи пулнă, Израильти, Финляндири ăмăртуран çитĕнỹпе таврăннă тата ытти те.

Çивĕч кĕрешỹре пĕрремĕш вырăна Ю. Владимиров (Шупашкар хули), иккĕмĕшне С. Яруков (Санкт-Петербург хули), виççĕмĕшне В. Семенов (Мускав хули) çĕнсе илчĕç. Турнир çĕнтерỹçисене кубок, диплом тата укçан парса хавхалантарчĕç.

- Кăçал пуçласа Патăрьел районĕнче регионсен шайĕнче турнир йĕркелерĕмĕр пулин те вăл ăнăçлă иртрĕ. Шашка ăстисем çултан-çул хăйсен пултарулăхне, çивĕч ăсне ỹстерсе пыни сисĕнет. Çакна вĕсем ăмăртура тепĕр хут кăтартса пачĕç,-пĕлтерчĕ турнира хак парса районти шашка федерацийĕн председателĕ Николай Федоров.

 А. ЕГОРОВА

Авангард



28 июня 2022
11:49
Хроника мероприятий
Поделиться