Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем - сывлăхпа

 Эпир пынă чухне Хирти Пикшикри врач амбулаторийĕнче тухтăр патне кĕме 2-3 çын çеç ларатчĕ. Вĕсем йышăнура пулнă вăхăтра теприсем çитрĕç. Кашнийĕнчех çапла. Пĕр харăс кĕпĕрленсе тăрасси çук. Çакă сиплевçĕшĕн те меллĕ.

 Р.Каштанов медицинăра çĕнĕ çын мар. Çакăнта ĕçе пуçăнни 4-мĕш теçетке çула кайнă. Участокри кашни çынна тенĕ пекех пĕлет вăл. Сиплев ĕçĕнче ăруран ăрăва куçма пултаракан чирсене те шута илме тăрăшать.

Кашни пациентпа сывă пурнăç йĕркине вырăна хума тăрăшмалли çинчен калаçу пуçарать Рамиль Эдипович. Эмеле вăхăтра ĕçмеллине асăрхаттарать. Унсăрăн сипленнин усси пулманнине ĕнентерет. Тепĕр чухне çакна вырăна хумастпăр çав. Сăлтава эмелсем хакланни çине те яма пăхатпăр. Пĕр кун е эрне ĕçнипех юн пусăмĕ ỹснине, чакнине сиплеме çуках ĕнтĕ тата ытти те.

Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ кунта. Шăл врачĕпур. Педиатр эрнере пĕр хутчен, гинеколог уйăхра пĕрре районти тĕп больницăран килсе йышăну тăваççĕ. Ытти специалистсем патне кайма направленисем параççĕ.

 Çывăхри 5 ялти 2327 çын сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ шурă халатлă специалистсем. Çак шута 17 çул тултарман 443 ача та кĕрет. Вĕсене вăхăтра прививкăсем тума манмаççĕ.

Маларахри 2 çул тĕнчене коронавирус анлăн сарăлчĕ. Кунта та чирлекенсем йышлăн пулчĕç. Ытларахăшĕ инфекцие çăмăлпа парăнтарма пултарчĕ. Вăхăтра вакцина яртарни те пулăшрĕ, паллах. Ревакцинацие те хирĕçлемерĕç. Пĕр-пĕр çемьерен тăватшар хут прививка тутарнисем пулчĕç. Хирĕçлекенсемпе уйрăммăн ĕçлеме тиврĕ. Ăнлантару ĕçне вăйлатрĕç. Сахăр диабечĕпе, юн пусăмĕ ỹснипе е чакнипе, сывлăш çулĕсем хупланнипе, ытларах ỹт хушнипе, чĕре чирĕпе чирлекенсене те коронавирус хавшатни пулчĕ. Вĕсен сиплеве ытларах тăсма тиврĕ. Медицина ĕçченĕсем кашни çыннах çулталăка пĕр хутчен те пулин врач патĕнче пулма сĕнеççĕ. Флюорографи тухмаллах. Хĕрарăмсен гинеколог патĕнче йышăнура пулни пĕлтерĕшлĕ. 40 çул тултарманнисен виçĕ çулта пĕр хутчен, аслăраххисен çулленех диспансеризаци тухмалла. Ун пек чухне чир пуррипе çуккине палăртма пулатех. Иртерех пĕлсен сиплев ĕçне пуçăнма пултараççĕ.

 Пĕр енчен ĕç çăмăлланса пырать теме те пулать. Пациентсем хăш эмеле мĕн чухлĕ вăхăт тата хăçан ĕçмеллине телефонпа çыхăнса та ыйтса пĕлеççĕ. Вĕсен кăмăлне, сывлăх шайне калаçăвĕнчен те хаклама май пур темелле.

Хăш-пĕр чирсем "çамрăкланса" пынине те палăртать тухтăр. Вĕсен участокĕнче 215 инвалид пурăнать. 71-шĕ вара ĕçе юрăхлă ỹсĕмрисемех. Кашнийĕшне канаш кирлех. Сипленмелли эмелсен рецептне те çырса памалла. Килĕсене çỹрени те пулать.

 - Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси хамăртан ытларах килет. Кĕркуннехи-хĕллехи каçсенче çул хĕррипе ушкăнăн-ушкăнăн икшер патакпа утакансене курма пулатчĕ. Халĕ сайралчĕç. Спорт залĕсенче аслăраххисем те вăйăсене хутшăнатчĕç. Стадионсенче чупма тухакансем пурччĕ. Те çанталăкĕ сивĕтрĕ вĕсене.

Хамранах илсе калатăп. Ĕçрен ывăнса таврăннă пулсан та волейболла выляма пухăнаттăмăр. Пĕр кун, иккĕ... Каяс килсе тăрать унта. Ĕçри сỹрĕк кăмăл таçта кайса кĕрет. Хавхалану ỹсет. Хускану - пурнăç, теççĕ. Çавăнпа ỹркенмелле мар,- тет Рамиль Эдипович.

Илемлĕ вырăнта вырнаçнă врач амбулаторийĕ. Хырлăх çывăхра пулнăран сывлăшĕ уçă, таса. Сиплев çуртне тĕпрен юсанă. Кунти хăтлăх кирек кама та килĕшет. Пĕр вăхăт медицина сестрисем çитменни кансĕрлетчĕ. Халĕ процедура пỹлĕмĕнче уколсем тутарма та пулать. Система яртаракансем валли те условисем çителĕклĕ. Сиплев учрежденине хамăра япăх туйсан çеç утмалла мар. Вăхăтран-вăхăта сывлăха тĕрĕслеттерме каяссине те тĕпе хумалла.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



28 июня 2022
11:28
Публикации
Поделиться