Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçĕсене кура - чысĕ, мухтавĕ

 Районти культурăпа кану центрĕнче Медицина ĕçченĕн кунĕ умĕн "Медицина ĕçченĕ - эсĕ патшалăх мăнаçлăхĕ" ятпа сумлă уяв иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ, больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, районти тĕп больницăн профсоюз комитечĕн председателĕ, инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсемпе ветерансем хутшăнчĕç.

Салам сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов медицина ĕçченĕсем хăйсен шăпине çăмăл мар, яваплă, сăваплă тата обществăна кирлĕ профессипе - çынсене пурнăç тата сывлăх парнелеме пултарнипе çыхăнтарнине палăртрĕ. Канмалли тата уяв кунĕсене пăхмасăр шурă халатлисем операци сĕтелĕ умĕнче тăраççĕ, йывăр чирлисен пурăнас кун-çулне малалла тăсаççĕ, кашнийĕшне вăхăтра тата кирлĕ пулăшу параççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла: районти тĕп больница "Чăваш Республикинчи яллă вырăнсенчи сывлăха сыхлакан чи лайăх учреждени" ята тивĕçни те хавхалантаратех.

Уяв чыславсăр пулмасть. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине пĕтĕмĕшле практика врачне Минзиля Юсуповăна, анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн анестизиолог-реаниматологне Геннадий Чернова, стоматологи уйрăмĕн тухтăрне, "Единая Россия" политика партийĕн членне Анатолий Казачкова (ỹкерчĕкре), педиатрипе инфекци уйрăмĕсен аслă медицина сестрисене Галина Зайцевăпа Алина Цветковăна пачĕç.

Тав хучĕ вара хирурги уйрăмĕн врачне Ильнур Субханкуллова, травматологипе ортопеди уйрăмĕн медицина сестрине Миляуша Хуснетдиновăна, фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине Наталия Павловăна, тĕп бухгалтера Дина Пукачевăна тивĕçрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине стоматологи уйрăмĕн заведующине Антонина Сандыркинăна, функционаллă диагностика кабинечĕн врачне Рафик Ишмуратова, травматологипе ортопеди уйрăмĕн врачне Алексей Иванова, тĕп медицина сестрине Людмила Фроловăна, Людмила Пласкина, Любовь Петрова, Татьяна Кошкина, Надежда Киргизова медицина сестрисене, планпа экономика пайĕн экономистне Алина Савдеровăна, хуçалăх пайĕн слесарь-сантехникне Дмитрий Ильина, Валентина Чернова тирпейлỹçĕне парса хавхалантарчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕпе Ирина Краснова педиатра, врач амбулаторийĕсен заведующине Ирина Шайкинăна, пайăрлă диагностика уйрăмĕн эндоскопи тухтăрне Маннур Галялетдинова, клиникăпа диагностика лабораторийĕн фельдшер-лаборантне Валентина Александровăна, вĕрентỹ организацийĕнчи медицина сестрине Ольга Осиповăна, стоматологи уйрăмĕн шăл техникне Владимир Мулендеева, терапи уйрăмĕн аслă медицина сестрине Надежда Тихоновăна, Тутар Сăкăтĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестрине Миляуше Шарафутдиновăна, Гюзелия Кувакалова ертсе пыракан бухгалтера, инфекци уйрăмĕн тирпейлỹçине Альбина Пахмуловăна чысларĕç.

"Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕ тĕп врачăн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕн Елена Мауринăн, Фарида Ахметова стоматолог-ортопед врачăн, Валентина Казакова фтизиатрăн, Валентина Васильева акушер-гинекологăн, Надежда Надина психитар-наркологăн, Мария Матвеева фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕн, Любовь Антонова акушеркăн, Иван Хитровпа Александр Фролов сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсен кăкăрне чыс кỹчĕ.

Хуçалăх пайĕн начальникĕ Фаик Шапка, тĕп врачăн клиникăпа эксперт ĕçĕсен çумĕ Неонила Мулякова, пĕтĕмĕшле практика врачĕ Рамиль Каштанов, поликлиникăн аслă медицина сестри Зельфия Хисаметдинова ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне илчĕç.

Шурă халатлисен ĕç династине чыслани те кăмăллă пулчĕ. Махмутовсен акă пĕрлехи стажĕ 356 çула, Тинюковсен - 324, Галялетдиновсен - 187, Надинсен - 171, Ахметовсен - 150, Асеиновсен - 120, Токмаковсен - 98, Тяминсен - 88, Немакаевсен 77 çитнĕ.

"Медиксен династине пуçарса яракансенчен тĕслĕх илмелĕх пурах. Çакă вăл çемьери çынсен яваплăхне тата та ỹстерет, пĕрин ĕçне тепри малалла тăсма пултарни хавхалантарать те. Тăвансен умĕнче çеç яваплăх тытасси пулмасть ун пек чухне, пулăшу кĕтекен пиншер çын сывлăхĕ сирĕн алăра",- палăртрĕ район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков.

Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тата тăрăшса ĕçленĕшĕн, обществăлла пурнăçа хастар хутшăннăшăн тата Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе профсоюз рескомĕн Хисеп грамотине Анатолий Казачков врач-стоматолога, Людмила Фролова тĕп медицина сестрине, Людмила Пласкина медицина сестрине, Ольга Козлова анестезисткăна, Наталья Кудряшовăпа Ирина Терентьева медицина сестрисене, Тав хутне кадрсен пайĕн специалистне Эльмира Закировăна пачĕç.

 Çавăн пекех 40 çын ытла район больницин администрацийĕн Хисеп грамотипе Тав хучĕсене илчĕç.

Медицина ĕçченĕн кунĕ тĕлне çулленех сывлăх сыхлавĕн сферинче тĕрлĕ номинаципе конкурс иртет. Кăçалхинче Олеся Артемьева врач акушер-гинеколог "Чи лайăх çамрăк специалист", Татьяна Ильина "Чи лайăх пĕтĕмĕшле практика врачĕ", аслă çулхи çынсем валли реанимаци тата интенсивлă терапи палатисемлĕ анестезиологипе реанимаци уйрăмĕ "Чи лайăх уйрăм", травматологипе ортопеди кабинечĕ "Поликлиникăн чи лайăх кабинечĕ", Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕ "Чи лайăх врач амбулаторийĕ", Тăрăнти фельдшерпа акушер пункчĕ "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" ятсемпе палăрчĕç.

Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пухăннисене çепĕç те чуна пырса тивекен юрăсемпе, ачасем илĕртỹллĕ ташшисемпе савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



23 июня 2022
13:55
Публикации
Поделиться