Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акатуй-Сабантуй туслаштарать, кăмăл-туйăма çĕклет

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Раççейри культура еткерлĕхĕн, Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене, çавăн пекех тăван районăмăра йĕркелесе янăранпа 95 çул çитнине халалласа чылай мероприяти иртсе пырать. Июнĕн 12-13-мĕшĕсенче "Хĕвеллĕ" уçланкăра икĕ кун кĕрленĕ Акатуй-Сабантуй та юбилейпех çыхăннă.

Патăрьелсем ырă йăла-йĕркене малалла тăсса ака-суха ĕçне пĕтĕмлетме, çĕр ĕçченĕсене, район аталанăвне хăйсен тỹпине хывакан хастарсене, ăмăртура малта пыракан хуçалăхсене чыс тума 70-мĕш хут çулсеренех капăрланса пыракан пысăк лапама пуçтарăнчĕç. Уяв икĕ кунĕнче те çỹллĕ шайра иртрĕ. Патăрьелсене сума суса вĕсен савăнăçне пайлама аякри хăнасем нихçанхинчен те йышлăн килнĕ.

 Акатуй-Сабантуя уçнă çĕре Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатачĕсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Сергей Семенов, Раççейри паллă футболист, Мускаври "Спартак" тата пĕрлештернĕ командăн хỹтĕлевçи Дмитрий Комбаров, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи Александр Миронов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Тутарстанран, Ульяновскран, Хусантан, Саранскран, республикăри чылай районтан килнĕ хăнасем тата ыттисем те хутшăнчĕç, Патăрьелсене пысăк уявпа саламларĕç, малашне те ырă йăла-йĕркене тăсса пыма, туслăхра тата пĕрлĕхре пысăк çитĕнỹ тума ырă сунчĕç.

- Паян эпĕ хисеплĕ ентешĕмсем патне Акатуй-Сабантуй ячĕпе саламлама çеç мар, вĕсене ырă та пархатарлă ĕçĕшĕн чун-чĕререн тав тума çитрĕм. Кăçалхи çуракинче çанталăк "ура хунине" пăхмасăр Патăрьелсем ака-суха ĕçне кал-кал вĕçлерĕç. Район ĕçре те, юрă-ташăра та, спорт çитĕнĕвĕсенче те кăтартуллисенчен пĕри пулни республикăра ыттисемшĕн ырă тĕслĕх,- терĕял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ентешсем умĕнче пуç тайса.

Юхма Енĕн ĕç паттăрĕсене - чыс та мухтав!

Акатуй-Сабантуйăн асра юлакан тата савăнăçлă саманчĕсенчен пĕри - хисеплĕ ĕç паттăрĕсене, ака-суха ĕçĕнче палăрнă çĕр ĕçченĕсене, хуçалăхсене, экономикăн тĕрлĕ сферинче тăрăшса ĕçлекенсене чыслани. Район 95 çул тултарнă çул ячĕпе çак хисепе тата ытларах хастар тивĕçрĕ. Уяв сцени çине чăн малтанах республика шайĕнче палăрнисене чĕнчĕç. "Труд" кооперативри Юрий Григорьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ятпа, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе тимлекен тĕп специалист-экспертне Марианна Волковăна, ятарлă программăсен пайĕн начальникне Григорий Каллина, район администрацийĕн опекăпа попечительство пайĕн тĕп специалист-экспертне Татьяна Чылыковăна, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Чернова, Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсене Фериде Салиховăпа Талия Якушевана Республика Пуçлăхĕн Тав хутне тата алла çыхмалли сехет парса чыс турĕç.

Çавăн пекех уявра район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Владимиров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Каргин, "Росгосстрах" страхлакан компанин Патăрьелĕнчи филиалĕн ертỹçи Алевтина Кузюкова, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Решит Санзяпов тата Ферид Чабатов РФ Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн Тав çырăвне илме тивĕçрĕç.

 Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Ялукова, Василий Барышниковпа Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕсен ертỹçисене, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, фермер хуçалăхĕн ертỹçине, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне Евгений Мартышкина ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне илнĕ ятпа тĕп сценăран саламларĕç. Шăнкăртам, Çĕньял ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Минсур Валитовпа Мария Мадюкована, Сăкăтри клуб заведующийĕ Вероника Кузнецована тата Татьяна Симукова предпринимателе общество пурнăçĕнчи хастарлăхшăн "Единая Россия" политика партийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тивĕçрĕ.

Акатуй-Сабантуй уявĕнче юлашки çулсенче ял хуçалăх продукчĕсем туса илес ĕçре лайăхпа палăрнă "Корма" çĕр ĕç фирми" пĕрлешỹ директорĕн çумне Александр Владимирова Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, "Исток" çĕр ĕç фирми" водителĕпе пăру пăхакана - Алексей Антоновпа Алина Токсаровăна тата "Батыревский" пĕрлешỹ сортировщикĕпе механизаторне - Владимир Антоновпа Василий Баскакова Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

"Стройтранс 21" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев ЧР экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен, районти тĕп больницăри врач-стоматологĕ, районти депутататсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков тата Минзиля Юсупова çемье врачĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн, "Стройтранс 21" пĕрлешĕвĕн строительство енĕпе ĕçлекен директорĕ Андрей Александров ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствисен Хисеп грамотисене, Галина Давыдовăпа Александр Кошкин предпринимательсем Чăваш Республикинчи предпринимательсен правине хỹтĕлекен уполномоченнăй Тав хутне тивĕçрĕç.

Чăваш Наци конгресĕн Хисеп грамотипе районти "Авангард" хаçатăн обществăпа политика ыйтăвĕсен редакторне Альбина Егоровăна, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-экспертне Полина Логуновăна, Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕн директорне Валентина Маллинăна чысларĕç.

70-мĕш хут иртекен Акатуй-Сабантуйра район пурнăçĕпе аталанăвĕнче хăйсен тỹпине хывнă хастарсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилейлă медаль парса хисеплени те пысăк пулăм пулчĕ.

Вĕсем - ăмăрту çĕнтерỹçисем

 2021-2022 çулсенчи хĕллехи тапхăрта аш-какай туса илессипе пĕрремĕш вырăнта "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ (ертỹçи В. Петров), иккĕмĕшĕнче - Решид Санзяпов, виççĕмĕшĕнче Камиль Салихов фермер хуçалăхĕсем.

 Сĕт продукчĕсем туса илессипе "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи А. Илюткин) - çĕнтерỹçĕ, "Батыревский" пĕрлешỹ (П. Ялуков), "Красное Знамя" (П. Никифоров), "Труд" (А. Закиров) кооперативсем - призерсем.

Выльăхсене хĕл каçарассипе "Батыревский" пĕрлешỹри Светлана Михайлова, "Красное Знамя" тата "Труд" кооперативсенчи Ирина Кузнецовăпа Светлана Шайманова пысăк хастарлăх кăтартнă.

Районта 2021 çул итогĕпе экономика ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи - "Корма" çĕр ĕç фирми" (ертỹçи А. Владимиров), пахча çимĕç туса илессипе "Красное Знамя" (П.Никифоров), выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе "Батыревский" пĕрлешỹ (П. Ялуков) палăрнă.

 Кăçалхи çураки итогĕпе "Исток" çĕр ĕç фирми пĕрремĕш, "Батыревский" пĕрлешỹ иккĕмĕш, "Красное Знамя", "Труд" кооперативсем, "Корма", "Куснар" çĕр ĕç фирмисем виççĕмĕш вырăнсенче. Ертỹçисем - А. Илюткин, П. Ялуков, П. Никифоров, А. Закиров, А. Владимиров, А. Ахмеев.

 Фермер хуçалăхĕсенчен çураки ăмăртăвĕнче Александр Петров пĕрремĕш, Михаил Паймулкинпа Валерий Кузнецов иккĕмĕш, Сергей Чаданов, Евгений Мартышкин, Мария Лаврентьева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Трактористсенчен "Батыревский" пĕрлешỹри Вадим Краснов, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнчи Динар Карнеев, "Исток" çĕр ĕç фирминчи Николай Матвеев çĕнтерỹçĕсем тесе палăртнă.

Сцена çинчи хăнасем уяв сĕмне тата пуянлатрĕç

Ĕç паттăрĕсене чысланă хыççăн уявăн капăр сценине тата унăн умĕнчи пĕчĕк лапама артистсем черетленсе йышăнчĕç. 2022 çулхи юбилейлă Акатуй-Сабантуй "Пире вăхăт суйласа илнĕ" ("Время выбрало нас") театрализациленĕ номертен пуçланчĕ. Çĕр ĕçченĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнласа паракан композицие пăлханмасăр, çỹçенмесĕр пăхма май пулмарĕ. Куракана вăл пуçласа вĕçне çитичченех тыткăна илчĕ. Кунтах "MANTANA", "Голден Фреш", "Эра", "Pover" ушкăнсем тĕрлĕрен шоу, кăсăклă номерсем кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Сценăна Тутарстанран килнĕ оркестр хорĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Саранскран, Самарăран, Хусантан тата ытти çĕртен килнĕ художество пултарулăх ушкăнĕсем, ансамбльсем хăйсен пултарулăхĕпе нумай вăхăт савăнтарчĕç. "Хĕвеллĕ" уçланкăра мĕн каçченех чăваш, вырăс, тутар, ирçе юррисем янăраса çеç тăчĕç.

 Тĕп сцена умĕнче концерт пынă вăхăтрах "Çамрăксен территорийĕнче" йĕркеленĕ акцисене курса савăнма май пулчĕ. Кунтах уява хапăл тунисем çамрăксем йĕркеленĕ фестивальте, пĕчĕккисен шоу-балетĕнче, конкурссемпе тĕрлĕрен вăйăра хăйсен кăмăлне уçма пултарчĕç. Кану территорийĕнчех "Улах-Аулак", тумсен, тутлă çимĕçсемпе сĕткенсен куравне, "Асăнмалăх-савăнмалăх" арт-объект тата ыттине те йĕркеленĕ. Уява хапăл тунă хăнасем алă ăстисен ĕçĕсемпе паллашма, "Сик, тух, выляма" ĕлĕкхи халăх вăййине хутшăнса хавхалану илме пултарчĕç. Никама та кичемленме, тунсăхлама памарĕ уяв уçланки.

Надежда Бабкина Патăрьелсене юрри-ташшипе тыткăнларĕ

Каçхине 19 сехетре район администрацийĕ умĕнчи лапамра "Раççей юррисем 2022" ХVI фестиваль-марафонпа килĕшỹллĕн йĕркелекен концерт пуçланчĕ. Пирĕн республикăра вăл июнĕн 9 - 18-мĕшĕсенче иртет. Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан юрăпа ташă ушкăнĕ Патăрьел районĕнче пурăнакансене виçĕ сехете яхăн хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Концерт пуçланиччен артистсем Патăрьел çыннисемпе флешмоб, мастер-класс ирттерчĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркеленĕ фестивале çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă творчество коллективĕсем çитнĕ. Вĕсем Надежда Бабкинăпа пĕрле хорпа тĕрлĕрен юрă шăрантарчĕç, ăста ташăсем кăтартрĕç, купăспа выляса тĕлĕнтерчĕç, шỹтлĕ калаçусемпе кăмăла уçрĕç тата ытти те. Çавăнпа та шутлă вăхăт питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Концерта районти юрăпа ташă ансамблĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Аслă Чементи халăх фольклор ушкăнĕсем, купăсçăсен ансамблĕ, Хирти Пикшикри вăтам шкул çумĕнчи Людмила Данилова ертсе пыракан çамрăк ачасен ансамблĕ те хутшăнчĕ. Куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса, кăшкăрса та шăхăрса тав турĕç. Раççей халăх артистки Надежда Георгиевна Патăрьелсене ырă кăмăлшăн, тараватлăхшăн тав турĕ, нумай нациллĕ Чăваш Республики, Патăрьел районĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян пулнине, туслă пурăннине палăртрĕ.

- Сирĕн творчество çул çỹревĕ пире малашне тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантарĕ. Тавах сире тата пысăк коллектива Патăрьелсене çакăн пек пуян концерт программипе килсе савăнтарнăшăн, - терĕ район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕнчи "Единая Россия" политика партийĕн ушкăнĕн ертỹçи Николай Тинюков Надежда Бабкинăна тав туса. Асра юлнă çак кун каçхи салютпа вĕçленчĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



17 июня 2022
17:31
Хроника
Поделиться