Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Вăхăт пире суйланă»

Çурхи ака-суха ĕçне вĕçлесен йышпа канма аван. Чăвашсем ĕçлеме кăна мар, савăнма та пĕлеççĕ. Акă иртн, канмалли кунсенче Шăмăршă, Патăрьел, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Комсомольски, Пăрачкав, Элĕк районĕсенче Акатуйсем кĕрлерĕç.

«Сик, тух выляма!»

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Акатуй-Сабантуйра ĕçре палăрнисене, кăçалхипе 70-мĕш хут ĕнтĕ, чысларĕç. Тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансем тивĕçлĕ наградăсене Патăрьел райадминистраци пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн, ЧР Пуçлăхн Администрацийĕн Пуçлăхĕн Вячеслав Борисовăн, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателн Леонид Черкесовăн тата ытти хăна аллинчен илчĕç

«Труд» хуçалăхăн агрономне Юрий Григорьева «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Райадминистрацин социаллă аталанупа туризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалистне Марианна Волковăна, ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхне Григорий Каллина, опекăпа попечительлĕхĕн тĕп специалистне Татьяна Чылыковăна, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Чернова, Р.Санзяповăн хресчен-ĕфермер хуçалăхĕнчи цех ертĕçипе аш-пăша тирпейлекен Ферида Салиховăпа алия Якушевăна ЧР Пуçлăхн Тавĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕç.

Экономика кăтартăвĕсен ăмăртăвĕнче «Корма» агрофирма малти вырăна тухнă, «Красное Знамя» тата «Куснар» агрофирма» иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çурхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе «Исток» агрофирма» (ертуçи Александр Илюткин) 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен хушшинче Александр Петровăн хресчен-фермер хуçалăх, çĕнтернĕ. Çурхи ĕçсенче чи маттур ĕçленĕ трактористсене те чысланă. Вĕсем, Вадим Краснов («Батыревский» хуçалăх), Динар Карнеев (Р.Санзяповăн хресчен-фермер хуçалăхĕ), Николай Матвеев («Исток» агрофирм). Сăмах май, Сергей Артамонов министр Патăрьел районĕн Хисеплĕ гражданинĕ пулса тăнă.

Уяв программи «Вăхăт пире суйланă!» театр композицийĕнчен пуçланнă. Унта районти пултарулăх ушкăнĕсем, Тутар патшалăх камерлă хорĕ, «Голден Фреш» шоу-балет тата ыттисем хутшăннă. Акатуйра хăнасем чăваш, ирçе тата тутар наци юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе, кухнипе паллашн. Кунтах «Акатуй пики» конкурс иртнĕ «Улах-Аулак» кану вырăнĕнче наци çи-пуçĕн дефиле куравне ирттернĕ.

Спорта юратакансем тата сывă пурнăç йркине пăхăнакансем волейбол вăййинче тупăшнă. Пăхаттирсем ирĕклĕ мелпе кĕрешнĕ, алă вăйне виçнĕ. Маçтăрсен хăйсен ал ĕçĕсене ятарлă лапамра сутнă. «Сик, тух выляма!» халăх вăййисем те халăха йышлăн пухнă. Çавăн пекех «Раççей юррисем» фестиваль-марафонăн концерчĕ пулнă. Ăна Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пырать.

Роза ВЛАСОВА

 

Хыпар



15 июня 2022
10:21
Хроника
Поделиться