Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитменнисемшĕн çу кунĕсем пăтăрмахсăр иртчĕр

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси профилактика субъекчĕсемпе пĕрле каникулта та йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ, вĕсен пурнăç условийĕпе кăсăкланаççĕ, ашшĕ-амăшĕпе эрех-сăра сиенĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ыйтусемпе калаçу ирттереççĕ, кирлĕ сĕнỹ параççĕ.

 Çак кунсенче çеç вĕсем Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Турхан, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи 10 çемьере (вĕсенче 24 ача воспитани илет) пулнă, çул çитменнисем çуллахи каникул вăхăтне мĕнле ирттернипе, пурăнмалли условипе паллашнă, вĕсене килте хăйсем тĕллĕн хăварма юраманни, шăпăрлансем уçă кантăкран, москит сеткăран тухса ỹксе инкек курма пултарасси пирки та калаçăва çивĕчлетнĕ. Кун пек рейдсем ытти ял тăрăхĕсенче те пулĕç.

Авангард



10 июня 2022
19:28
Поделиться