Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Рудольф СЕЛИВАНОВ: Паянхишĕн те, пуласлăхшăн та хамăрах яваплă

Патăрьел районне, ыттисемпе танлаштарсан, чылай енĕпе ăмсанмалла. Пĕрремĕшĕнчен, вăл чи пысăккисенчен пĕри, иккĕмĕшĕнчен, унти инфратытăма пĕр тикĕссĕн аталантараççĕ, виççĕмĕшĕнчен, унта ĕçлеме юратакан темиçе халăх пурăнать, тăваттăмĕшĕнчен, унăн çĕрĕ тухăçлă, вăрманпа пуян, Районăн пархатарлă енĕсене тата та палăртма пулать, 31 пин ытла çынлă Патăрьел хутлăхĕшĕн кăçал паллă çулталăк, района йĕркеленĕренпе 95 çул çитет. Паян мĕнле пурăнать, епле аталанать вăл, мĕн савăнтарать, кулянтарать унăн çыннисене. Пирĕн ыйтусене Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хуравларĕ.

Çынсем – чи пысăк пуянлăх

- Рудольф Васильевич, калаçăва районăн чи пĕлтерĕшлĕ пуянлăхĕнчен - унăн çыннисенчен - пуçлар-ха.

- Чăнласах çапла, ентешсем - пирĕн пуянлăх. Районăн тĕрлĕ тытăмĕнчи - экономикăри, медицинăпа социаллă пурнăçри, физкультурăпа спортри - ĕç-хĕле аталантарса пыни демографии лару-тăрăвне лайăх витĕм курет. Иртнĕ çул районта 315 ача кун çути курнă. Ку йыш, 2020 çулхипе танлаштарсан, 1,6 процент пысăкрах, 90 çултан каçнă шурсухалсен шучĕ 300-тен иртнĕ. Пĕр ĕмĕре хыçа хăварнисем иккĕн, Шăхачри Василий Ляковпа Козловкăри Михаил Наташкин. Вĕсем иккĕшĕ те - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем. Районти 12 пин çын социаллă пулăшу илет. Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси– тĕп тĕллевсенчен пĕри, Вĕсен шучĕ çултан-çул йышланни савăнтарать, Хальхи вăхăтра унашкал 714 çемьере 2309 ача çитĕнет.

- Халăх сывă пултăр тесен унăн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Ку енĕпе мĕн тăватăр?

- Çак ĕçсене районти тĕп больница /унăн тытăмĕнче поликлиникăсăр пуçне стационар, врач амбулаторийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем пур/ ăнăçлă пурнăçласа пырать. Районта  ФАПсем хута каяççĕ. 2013-2021 çулсенче 16 ялта уçăлчĕç вĕсем. Виçĕ çул каялла, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшуллĕн, сахал çын пурăнакан ялсене тухса çуреме мобильлĕ ФАП/сиплевпе диагностика комплексĕ/ пачĕç. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе иртнĕ çул вĕçĕнче Сăкăтра врач амбулаторийĕ тума пуçларăмăр.Аслă Арапуçри, Ксыл-Чишмари врач амбулаторийĕсене тĕпрен юсама тытăнтăмăр.

- Чирлĕ çынна вăхăтра пулăшма медицина ĕçченĕсем çителĕклĕ-и?

- Районта 86 тухтăр ĕçлет. Вĕсенчен 5-шĕ - ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, 2-шĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕн подстанцийĕ Патăрьелте вырнаçнине те ырламаллах. Çапла майпа районта пурăнакансен кирек хăш вăхăтра та тивĕçлĕ пулăшу илме май пур.

Ял хуçалăхĕ - тĕп вырăнта

- Сăмахăмăра ял хуçалăхĕ çине куçарар. АПК - Патăрьел районĕн экономикин тĕп отраслĕсенчен пĕри.

- Килĕшетĕп. Çак тытăмра - 25 предприяти, 244 фермер хуçалăхĕпе предприниматель. Çавăн пекех пирĕн - 14 пин ытла килти хушма хуçалăх. Район севок сухан çитĕнтерес тĕлĕшпе палăрса тăрать. Раççейре асăннă культурăн çуррине шăпах пирĕн патри ял çыннисем çитĕнтереççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул ăна 6,5 пин тонна туса илнĕ, тĕш тырă - 37 пин тонна ытла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç сĕт, аш-какай туса илессипе çыхăннă. Районта - 19,3 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх.

- Çăмăл мар çак ĕçсене пурнăçлама хальхи йышши техника кирлĕ. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Иртнĕ çул районти хуçалăхсем 79 трактор, пĕрчĕллĕ культурăсем пуçтаракан 7 тата выльăх апачĕ хатĕрлекен 2 комбайн туянчĕç. Район республика тата федераци шайĕнчи тĕллевлĕ программăсене хутшăнать. Çакă ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене çĕр улми, пахча çимĕç управĕсем тума, выльăх-чĕрлĕх фермисене юсама тата çĕннисене хута яма, аш-какай тирпейлемелли цехсем уçма май парать.

- Хресчен-фермер хуçалăхĕсене епле аталантаратăр?

- Юлашки пилĕк çулта фермер ĕçне пуçăннă 22 ентеш 54,7 миллион тенкĕ грант илчĕ, çемье фермине аталантарма 15 фермер - 115 миллион тенкĕ. Çавăн пекех кооперативсен пурлăхпа техника базине пуянлатма та нухрат çителĕклĕ уйăрнă. Тĕрлĕ çăл куçри укçа-тенкĕпе усă курса пĕлтĕр 24 объект хута янă, вĕсенчен 16-шĕнче усен-тăран çитĕнтереççĕ тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ.

- Туса илнĕ чĕр тавара тирпейлес тĕлĕшпе мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

- Ку енĕпе 6 кооператив, 4 фермер хуçалăхĕ, выльăха пусса тирпейлекен 11 пункт ĕçлеççĕ.

Вĕсем аш-какайран 70 ытла тĕрлĕ продукции тата çурма фабрикат, сĕтрен 10 ытла юр-вар, 9 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. «Экопродукт» кооператив çулталăкра 20 тонна çурма хытă сыр туса кăларма пултаракан линие ĕçе кĕртрĕ. Р,Санзяпов фермер хуçалăхĕн кăлпассийĕсем Раççей АПК куравĕн медалĕсене тивĕçнĕ. Кăçал инвестиципе çыхăннă тата 20 проекта пурнăçа кĕртĕпĕр. Район çулленех Раççей АПКн «Ылтăн кĕр» куравне хутшăнать. Ял-салана аталантарас енĕпе çитĕнусем тунăшăн икĕ çул ĕнтĕ РФ Ял хуçалăх министерствин бронза медальне тивĕçрĕмĕр.

Çуртсем çĕкленеççĕ,çулсем лайăхланаççĕ

- Районта предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ те кал-кал аталанса пырать тенине илтнĕччĕ…

- Вĕсем экономикăн мĕн пур тытăмĕнче те пур. Пысăк пайĕ общество апатланăвĕнче, суту-илуре, ял хуçалăхĕнче, тирпейлекен производствăра, строительствăра вăй хураççĕ, Иртнĕ çул пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 121 представителĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕ.

- Çурт-йĕрпе çул-йĕр строительствинчи лару-тăру пирки те пĕлес килет.

- 2021 çулта строительство отрасльне аталантарма 200 миллион тенке яхăн уйăрнă, çав шутра çул-йĕр хуçалăхне - 91 миллион тенкĕ, çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма - 30 миллион, тирпей-илем кĕртме тата экологи ыйтăвĕсене пурнăçлама - 61 миллион ытла, пуçаруллă бюджет валли -18 миллион тенкĕ.

- Çав нухратпа мĕн тума май килчĕ?

- Юлашки икĕ çулта нумай хваттерлĕ икĕ çурт лартнă. Тата иккĕшĕн строительстви пырать. Вĕсенче те çывăх вăхăтра ĕç вĕçленĕ, 2017-2021 çулсенче 110 çамрăк çемье, нумайачаллă 8 çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене çĕнетрĕç. Çавăн пекех 33 тăлăха хваттер уççи панă. Ял-салана комплекслă майпа аталантармалли программăпа килĕшуллĕн пилĕк çулта 26 специалист патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

«Пуçаруллă бюджет» программăпа иртнĕ çул 15 проекта пурнăçа кĕртме май килчĕ. «Хăтлă хула хутлăхĕ» регион проектне пурнăçа кĕртсе иртнĕ çул районта халăх йышлă çурекен икĕ вырăнта 7,2 миллион тенкĕлĕх тирпей-илем кĕртнĕ.

Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен 19 картишне, ача-пăчан 3 спорт лапамне хăтлăлатнă.

Кăçал çакнашкал ĕçсене 12,6 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртрăмăр.

- Районти çулсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Куллен усă куракан автоçул тăршшĕ -582,8 çухрăм. Юлашки пилĕк çулта ялсенчи урамсене 28,8 çухрăм тăршшĕ çула тĕпрен юсанă е çĕнĕрен тунă. Пĕлтĕр район тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 12 çухрăм çула юсан., Кăçал та ку енĕпе пысăк ĕçсем тума палăртрăмăр. Районта автобуссен 11 маршручĕ 54 яла çыхăнтарса тăрать

Юрлама, ташлама юратакан халăх

- Районти культурăпа халăх пултарулăхĕ мĕнле шайра?

- Патăрьел халăхĕ хастар. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче районти 11 коллектив «халăх» ята тивĕçрĕ. Шăпах вĕсем, Патăрьелти юрăпа ташă ансамблĕ, Пăлапуç Пашьелти «Пашьел», Тури Чакăри «Чемен», Аслă Арапуçри «Шуçăм», Шăхачри «Умарина» фольклор коллективĕсем, Патăрьелти халăх театрĕ тата ыттисем, районăн мухтавĕ пулса тăчĕç, «КиноБатыр» залра хальхи йышши хатĕрсемпе усă курса кăтартакан фильмсене пăхма халăх йышлă çурет, Патшалăх программисемпе усă курса тата район бюджетĕнчен уйăракан нухратпа культурăпа кану учрежденийĕсене тăвас, юсас ĕç кал-кал пырать. Юлашки çулсене илес тĕк, Ыхра Çырми, Ишлĕ Шетмĕ тата Тутар Сăкăт ялĕсенче çĕнĕ керменсем уссе ларчĕç. Çавăн пекех Нăрваш Шăхальти культура çуртне тата 10 клуба юсарăмăр.

- Библиотека ял çыннисене кĕнекепе тивĕçтернисĕр пуçне компьютера алла илмелли хăйне евĕрлĕ шкул та пулса тăчĕ. Сирĕн районта та çаплах-и?

- Ялсенчи 16 библиотекăра МФЦ чуречисем пур. Вĕсем халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ Вулавăшсенчех компьютер, фианс енĕпе пĕлу  паракан 41 центр ĕçле. Сăмах май, икĕ çул каялла районти тĕп тата ача-пăча библиотекине тĕпрен юсанăччĕ.

- Патăрьелти «Çăкăр» этнографипе истории музейĕнче пулса курнăччĕ.

- Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринчех ĕçлеме пуçланă. Унти экспонатсем ултă залра вырнаçнă. Тĕп фондра - 11 пине яхăн экспонат, Алманчăри тавра пĕлу халăх музейĕ унран та аслăрах. Ăна 60-мĕш çулсенче йĕркеленĕ. Унта упранакан япаласем, «Çăкăр» музейĕнчи пекех, вырăнта пурăнакансен пурнăçне, ĕçне-хĕлне, йăли-йĕркине, культурине туллин çутатса параççĕ. 2019-2020 çулсенче Турханта пысăк тепĕр ĕç пурнăçларăмăр, Алексей Кокель унерçĕ çуралса уснĕ çурта юсаса çĕнетрĕмĕр.

Хальхи паттăрсем

- Патăрьелсем Улăп йăхĕнчен пулнине салана пырса кĕнĕ тĕлте кĕтсе илекен Паттăр лайăх çирĕплетет. Паянхи паттăрсем пирки пĕлес килет. Камсем вĕсем?

- Районта 32 спорт залĕ, 2 бассейн, футболла вылямалли 2 стадион, хоккейла вылямалли 8 лапам тата ытти пур. Федерацин «Спорт -пурнăç йĕрки» проекчĕпе килĕшуллĕн «Паттăр» стадионта ГТО нормисене пурнăçламалли лапам вырнаçтарнă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Районта пурăнакансен çуррине яхăнăшĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Вăтам шкулсенче те спорт клубĕсем ĕçлеççĕ. Çуллен 70 ытла ăмăрту-турнир йĕркелетпĕр, вĕсенчен 10-шне – республика шайĕнче, 40 яхăн тупăшăва хамăрăн тăрăхра çуралса уснĕ ентешсен ячĕпе ирттеретпĕр.Вĕсенчен ытларахăшĕ ирĕклĕ майлă кĕрешессипе, çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе çыхăннă.

- Паян хăш спортсменăн çитĕнĕвĕпе мăнаçланатăр?

- Пĕлтĕр районти 16 спортсмен Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерчĕ, 12-шĕ - федерацин Атăлçи округĕнче, 101-шĕ - республикăра, Ринас Садаров кĕрешу енĕпе тĕнче чемпионĕ пулса тăчĕ, тĕнче кубокне тивĕçрĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ, Егор Селиванов /триатлон/ тата Илназ Чемеров /ирĕклĕ кĕреш?/ «Раççей спорчĕн мастерĕ» ята тивĕçрĕç. Ытти спортсменăн çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ.

- Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани, пĕлу парас ĕçе епле

йĕркелесе пыратăр?

- Пĕтĕмĕшле пĕлу паракан учрежденисенче 4112 ача пĕлу илет. Вĕсемпе 500 ытла педагог ĕçлет. Иртнĕ вĕрену çулĕнче «Земство вĕрентекенĕ» патшалăх программипе 11 çамрăк специалист учительсен ретне тăчĕ. «Хальхи шкул» наци проектне пурнăçа кĕртсе ачасен цифра тата гуманитари пĕлĕвне аталантаракан 10 центр уçма пултартăмăр. Сăмах «Усем вырăнĕ» пирки пырать. Пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшассине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул 18 яшпа хĕр ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕ, 10-шĕ - райадминистраци пуçлăхĕнне. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн ачасем çак вăйăсен республика шайĕнчи ăмăртăвĕсенче çулленех çĕнтерсе çĕршыв шайĕнчине хутшăнаççĕ.

- Рудольф Васильевич, юбилейре район çыннисене мĕн сунатăр?

- Патăрьел çĕрĕнче çуралса уснĕ пур çынна та ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç, телей сунатăп. Районăн пуласлăхĕ мĕнле пуласси хамăртан килет. Çемьене, тăван киле мĕнле юрататпăр, таса та типтерлĕ тытатпăр, районшăн та çаплах тăрăшар, вăй хурар.

Надежда СМИРНОВА

Хыпар



10 июня 2022
10:00
Публикации
Поделиться