Ксения Никитина каратистка - спорт мастерĕн кандидачĕ

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Ксения Никитина (Кивĕ Катек хĕрĕ) икĕ-виçĕ эрне каялла çеç "всестилевое каратэ" енĕпе кăвак пиçиххине çĕнсе илнĕ. Чи хисеплĕ хура пиçиххине пилĕке çыхиччен 16 çулхи хĕр ачан тепĕр виçĕ "чăрмава" çĕнтерсе (çутă хăмăр, хăмăр, тĕттĕм хăмăр тĕслĕ хăюсемшĕн) помост çине тухма тивĕ. Çакă, паллах, спортсменкăн таса ĕмĕчĕ. Унăн спортри çитĕнĕвĕсем паянхи евĕр сулмаклă утăмсемпе аталанса пырсан, Ксения ентешсене тата ытларах савăнтарĕ-ха. Çак кунсенче çеç вара, тĕрĕсрех каласан Чăваш Республикинчи спорт министерствин 2022 çулхи майăн 20-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн вуннăмĕш класри вĕренỹ отличницине Ксения Никитинăна çак енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунине шута илсе "Спорт мастерĕн кандидачĕ" хисеплĕ ят панă. Районти "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче ăна хатĕрлекенĕ Олег Геннадьевич Камышев тренер.

Хĕр ача каратистсен ушкăнне 2019 çулхи февраль уйăхĕнчен çỹреме пикеннĕ. Хăй çирĕп характерлă та тăрăшуллă пулни, тренер ыйтнине чăтăмлăн пурнăçласа пыни кĕрешỹн çак енне çăмăллăнах алла илме пулăшнă. Спорт залĕнче сехечĕ-сехечĕпе илемлĕн "çапăçма" вĕренни харама кайман. Ăна Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команда йышне илнĕ. Нумай пулмасть çеç вĕсем тĕп хуламăрти хĕр ачасемпе "командное ката" категорипе пысăк ăмăртура виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хăй тĕллĕн "кумитэ" категоринче те пăхăр медале тивĕçнĕ. Ксения Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртун кĕмĕл призерĕ, нумай-нумай ăмăрту çĕнтерỹçи.

Сăмах май каласан, çак кунсенче çеç Марий Элта республикăра мала тухассишĕн йĕркеленĕ пысăк ăмăртура та Ксения ката дисциплинăпа пĕрремĕш вырăнпа килнĕ. Зухрапа Лейсан Зергировасем кумитэ дисциплинăпа иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче.

- Ксения Никитина - ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Вăл паян спортри хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне кĕçĕннисене те вĕрентет, ырă сĕнỹ-канаш парать. Каратэ çăмăл мар спорт тĕсĕ пулин те ачасем пурте занятисене кăмăлтан çỹреççĕ. Кăçал Чăваш Республикинче мала тухассишĕн пынă ăмăртура та пирĕн спортсменсем икĕ ылтăн, икĕ кĕмĕл, икĕ пăхăр медаль çĕнсе илме пултарни те çакнах çирĕплетет тесе шутлатăп. Паянхи кун каратэне 60 ытла ача çỹрет. Вĕсенчен чи кĕçĕнни 5 çулта. Кăçал манăн ушкăнти 59 ача аттестаци тухса тĕрлĕ тĕслĕ пиçиххие тивĕçрĕç, - паллаштарать ачасен тренерĕ Олег Камышев.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăмăртусенче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене курма хăнăхнă-ха. Малашне шурă тум çине тĕрлĕрен тĕслĕ пиçиххи çыхса помост çине тухакан каратистсем те хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарĕç. Çак тĕллевпе тимлет те паянхи кун тренер-каратист, спорт мастерĕн кандидачĕ О. Камышев.

 Сăмах май каласан, Сителте çуралса ỹснĕ çамрăкăн малтанхи профессийĕ - инженер-строитель. Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн та вăл çак специальноçпах ĕçленĕ. Çапах та аслă классенче (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта лицейра вĕреннĕ чухне) хăйĕн хул-çурăмне каратэпе пиçĕхтерни харама кайманнине çулсем иртсен тепĕр хут туйса илнĕ. Çакăн хыççăн çамрăк специалист физкультура преподавательне вĕренсе тухнă, тренер ăсталăхне алла илнĕ, ун хыççăн ачасене каратэ вăрттăнлăхне вĕрентме пикеннĕ.

А. ЕГОРОВА

 

 

Авангард



03 июня 2022
11:18
Хроника мероприятий
Поделиться