Ача-пăча сасси - тĕнче илемĕ

 Ачасене хỹтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун - июнĕн 1-мĕшĕнче - Патăрьелĕнчи кану паркĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева, республикăри Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, "Раççейри ача фончĕн" регионти уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов тата ытти сумлă çынсем хутшăнчĕç.

Ачасене хỹтĕлемелли кун - телейлĕ ачалăхăн уявĕ. Çитĕнекен ăру çуллахи кунсене чăтăмсăррăн кĕтетех. Ыйтса илнĕ пекех сар хĕвелĕ таврана ăшăтрĕ, кĕтнĕ те вăрăм каникул пуçланчĕ. Ачасен ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уяв çитĕнекен ăрăвăн малашлăхне телейлĕ тăвасси çинчен тепĕр хут аса илтернине палăртрĕ. "Вĕсен пуласлăхĕшĕн ĕçлетпĕр, района аталантаратпăр. Ачасем - пирĕн малашлăх, савăнăç кỹреççĕ.

Ачасен ĕмĕчĕсем тулччăрах. Вĕсем çумĕнчи çывăх çыннисен тимлĕхпе юратăвне туйччăрах", - терĕ вăл.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ çулленех йĕркелекен "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе ыр кăмăллăх" марафонĕ пынă май "Аслисем - ачасене" çĕнĕ проект старт илни паллă пулăм пулчĕ. Организацисенчен, предприятисенчен, уйрăм çынсенчен пухăннă укçа-тенкĕ вырăнах юлать. Вăл Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче "Çуллахи сцена" тума каять. Çынсем ятарлă QR-кодпа усă курса та укçа куçарма пултараççĕ. Пуçласа çак шухăша хăнасем ырларĕç. Вĕсен сĕнĕвне предпринимательсем вырăна хурса пулăшу кỹчĕç.

Пухăннисене чи хаваслă ачалăх тата çурхи уявпа саламланă май "Аслисем - ачасене" çĕнĕ проект пĕлтерĕшне мала хурса Наталья Николаева Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ ячĕпе район центрĕнчи 4 ача садне вылямалли теттесемпе хаклă парнесем пачĕ.

 Уяв вăхăтĕнче районти централизациленĕ библиотека, клуб системин, музей ĕçченĕсем "Ырăлăх çулĕпе" театрализациленĕ сценкăсем кăтартрĕç, ачасен ăсталăх шкулĕн воспитанникĕсемпе педагогĕсем концерт лартрĕç.

Çавăн пекех "Юмахсен уйĕ", "Аквагрим", "Çу тĕсĕсем", "Ачалăх - чи лайăх планета", "Пĕр сехетлĕх ача пăхакан" интерактивлă кĕтессем ĕçлерĕç. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК ĕçченĕсем çитĕнекен ăрупа тĕрлĕ спорт вăййи йĕркелерĕç. Çитĕнекен ăрăвăн кăмăлĕ тулчĕ. Çакна вĕсен пичĕ çинчи хаваслă кулă та çирĕплетрĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

 

Авангард



03 июня 2022
11:23
2022 год
Поделиться