Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

 Районта пĕрчĕлллĕ тата пăрçа йышши культурăсене майăн 30-мĕшĕ тĕлне 11754 гектар е палăртнин 82,3 процентне акнă: урпа - 4857 гектар, çурхи тулă - 4749, сĕлĕ - 1503, пăрçа - 235, вика вăрлăх валли - 175, куккурус вăрлăхлăх 235 гектар.

Çĕр улми 440 гектар (67 процент) лартнă.

Пахча çимĕç - 50 гектар (62,5 процент), сухан вăрлăхĕ 300 (60,9) гектар никĕсе хывнă.

Рапс - 200, сахăр кăшманĕ - 290, хĕвел çаврăнăш вăрлăх валли - 188, соя 70 гектар йышăнаççĕ.

Выльăх апачĕлĕх куккурус - 347, пĕр çул ỹсекен курăксем - 1187, нумай çул ỹсекен курăксем 899 гектар никĕсе хывнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çум курăкран хими препарачĕ 50 гектар сапнă.

Авангард



31 мая 2022
10:13
Поделиться