Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пограничниксен туслăхĕ çирĕп

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов чикĕ хуралĕнче çĕршыва сыхланă салтак-ветерансене Пограничник кунĕпе саламланă. Уява çавăн пекех Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, тĕрлĕ çар ветеранĕсем хутшăннă.

Обществăлла ĕç, ветеран юхăмĕн активисчĕсене тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсемпе, юбилей медалĕсемпе чысланă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн кадет класĕнче вĕренекенĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.

Пограничник-ветерансем уяв ячĕпе авточупăва, Первомайскинче чикĕ хуралĕнче тăнисене асăнса лартнă палăк-стелăна уçма хутшăннă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



31 мая 2022
10:11
Поделиться