Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Агроволонтерсем аталану çул-йĕрне уçăмлатнă

Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слечĕ иртнĕ.

Кунта тĕрлĕ районти çамрăк ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, тухтăрсем, педагогсем пуçтарăннă. Çавăн пекех Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацийĕ те хутшăннă.

Слетра "Пĕр тан калаçу" форматпа тĕл пулу иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, министрсем слета пуçтарăннисен ыйтăвĕсене хуравланă. Мероприятире агроволонтерсен пĕрремĕш проектне презентациленĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленисене халалланă.

Çaмрăксем валли "çавра сĕтелсем", спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ тытăмри специалистсене, студентсене награда парса чысланă.

Патёрьелсем «Чи лайёх хăтлăх» конкурсра пĕрремĕш: спартакиадăн «Туристсен ăмăртăвĕсем» енĕпе иккĕмĕш вырăна тухнă.

А. Иванов

Авангард



31 мая 2022
10:08
2022 год
Поделиться