Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Юлашки шăнкăрав" уявĕн мероприятийĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта пулчĕ. Вĕренỹ çуртĕнче 417 ача пĕлỹ илет. Вĕсенчен 15-шĕ шкулпа сыв пуллашаççĕ. 29 каччăпа хĕр 9 класран вĕренсе тухать.

Ыттисемпе танлаштарсан шкулăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур. Кунта агрокласс йĕркелени пиллĕкмĕш çул. Унта пĕлỹ пухнăскерсем чылайăшĕ Чăваш патшалăх аграри университетĕнче тата çĕршывăн ытти аслă шкулĕсенче малалла вĕренеççĕ.

Рудольф Селиванов вĕренекенсене, педагогсене, ашшĕ-амăшне уяв ячĕпе саламларĕ, кĕскен муниципалитетăн, шкулăн малашнехи тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Чи лайăх пĕлỹ пухнăскерсем, вĕрентекенсем тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене, дипломсене тивĕçрĕç.

Пуçламăш классенче пĕлỹ панă, класс ертỹçи пулнă учительсен, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсем чуна çỹçентерчĕç. Шкулпа сыв пуллашакансем, пĕрремĕш классем хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тыткăна илчĕç. Уяв мероприятийĕ юлашки шăнкăравпа вĕçленчĕ.

А. ИВАНОВА

 

Туçари вăтам шкулта 11 тата 9 класра вĕренекенсемшĕн те майăн 25-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Мероприятие Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Углев, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, "Авангард" пĕрлешĕвĕн районти "Патăрьел беконĕ" филиалăн тĕп бухгалтерĕ Галина Яковлева, учитель-ветерансем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

Савăнăçлă та хумхануллă линейкăна шкул директорĕ Петр Шашкин уçрĕ. Вăл ачасене вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ ятпа саламларĕ, çавăн пекех 11 класра вĕренекенсемпе сыв пуллашма тивнине, анчах вĕсем тăван тăрăха каялла алла професси илсе таврăнса тĕпленессе шаннине пĕлтерчĕ. Хăнасем те сăмах илчĕç, вĕсем те выпускниксене экзаменсене ăнăçлă пама, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме, пĕлỹ çурчĕпе малашне те çыхăну тытма сунчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕренĕве, спорта, обществăлла мероприятисене хастар хутшăннисене грамотăсем парса чысларĕç. "Авангард" пĕрлешĕвĕн районти "Патăрьел беконĕ" филиал администрацийĕ кăçал та ырă йăлана малалла тăсрĕ, 11 тата 9 класран вĕренсе тухакансене укçа парса хавхалантарчĕ.

Выпускниксем педагогсене тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани пама тăрăшнăшăн, ашшĕ-амăшне юратăвĕшĕн тав туса сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, вальс ташларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем аппăшĕсемпе пиччĕшĕсене телейлĕ çул сунчĕç.

Юлашки шăнкăрава 11 класра вĕренекен Александр Мулюков тата пĕрремĕш класри Анастасия Салмина пачĕç.

(Хамăр корр.)

Авангард



27 мая 2022
10:16
Хроника
Поделиться