Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăваплă ĕç харама каймĕ

  Ачасем - çĕршыв пуласлăхĕ, ырă малашлăха тăсакансем. Вĕсем сывă та тĕреклĕ, пур енлĕн аталанса ỹсни пысăк савăнăç, хавхалану. Шел пулин те паян сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак, сусăр ачасем те сахал мар. Шăпах вĕсене пысăк тимлĕх уйăрас, сывлăхне тĕреклетме, ăс-тăнне аталантарма пулăшас, пурнăç çулне суйласа илме хатĕрлес тĕллевпе республикăра çултан-çулах "Ачасемшĕн, ачасен ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра та вăл малалла пырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем те марафонăн ятарлă счечĕ çине укçа куçараççĕ. Сăваплă ĕç харама каймĕ, пуçтарăннă укçа-тенке пĕтĕмпех ачасен малашлăхĕшĕн усă курĕç.

Çапах та çакна та палăртса хăвармалла. Хăш-пĕр ĕç коллективĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем, предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлни пăшăрхантарать. Ку таранччен марафона районти 42 ĕç коллективĕ çеç хутшăннă-ха, марафон пухмачне 175 559 тенкĕ укçа куçарнă:

Патăрьелĕнчи тĕп больница - 20000, районти централизациленĕ библиотека -11169, Туçари вăтам шкул - 9510, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул - 7800, Аслă Чементи вăтам шкул - 6700, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул - 5800, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕ - 5540, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр - 5500, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул - 5400, Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулĕ - 5200, "АРИЕС", "Агрофирма "Исток" пĕрлешỹсем, Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕ - 5000-шер, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкул - 4554, Сăкăтри вăтам шкул - 4170, Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕ - 4000, Ыхра Çырминчи вăтам шкул - 3500, Шăнкăртамри "Ромашка" ача сачĕ - 3450, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул - 3300, Кзыл Камышри ача сачĕ - 3200, Хирти Пикшикри вăтам шкул - 2900, районти вĕрентỹ управленийĕ - 2900, Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул - 2700, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул - 2500, Первомайскинчи вăтам шкул - 2425, Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕ - 2400, Кивĕ Ахпỹртри тата Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем - 2400-шер, районти çар комиссариачĕ - 2200, Турханти вăтам шкул - 2150, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул - 2000, Сăкăтри ача сачĕ - 1900, Красномайскинчи пуçламăш шкул-ача-сачĕпе Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача сачĕсем - 1800-шер, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан тата Пенси фончĕн районти уйрăмĕсем - 1600-шер, районти "Авангард" хаçат - 1500, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул - 1350, Л. Смирнова - 1000, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр - 900. Районта çак списока кĕреймен коллективсем тата нумай-ха. Шанас килет, Патăрьелсем пархатарлă та сăваплă ĕçре пысăк хастарлăх кăтартĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



27 мая 2022
10:23
Поделиться