Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕртме уйăхĕ юбилейçĕсене саламламасăр иртмĕ

 ÇУЛТАЛĂК пуçланнăранпа кашни уйăхрах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ ветерансене 90 çулхи тата ытти юбилейпе ăшшăн саламлаççĕ, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă открыткине параççĕ, ырми-канми ĕçшĕн тав тăваççĕ. Çĕртме те ватăсене çаврака менельникпе саламламасăр иртмĕ. Шăнкăртамри Кияметдин Митяевпа Минсяет Юсупов, Çăл Атăкри Нина Карлинова, Вăтаелĕнчи Ольга Овечкина çывхарса килекен уйăхра тăххăрмĕш теçетке тултараççĕ. Ĕç паттăрĕсене йăлана кĕнĕ йĕркепе вырăнти администраци ĕçченĕсем те ăшшăн саламлĕç.

Авангард



27 мая 2022
10:01
2022 год
Поделиться