Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пултăр хăтлăрах, илемлĕрех

Район хăтлă та илемлĕ пуласси хамăртан нумай килет. Хальхи вăхăтра "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн регионти "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" программăпа 2023 çулта хăтлăх кĕртмелли обществăлла территорие суйласа илессипе онлайн-сасăлав пырать. Вăл апрелĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă, майăн 30-мĕшĕнче вĕçленет.

Конкурса икĕ объект хутшăнать: Патăрьелĕнчи халăх йышлă канмалли вырăн тата Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи спорт лапамĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 3237 çын хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Сасăлав вĕçлениччен шутлă кунсем кăна юлчĕç, çавна май хастарлăха ỹстермелле. Кашни çын, 14 çултан аслăраххисем,za.gorodsreda.ru тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи сайтне кĕрсе, нумай функциллĕ центрта хăйĕн сассине пама пултарать. Çавăн пекех проект тата конкурса лекнĕ объектсем пирки çынсене паллаштарма 30 волонтера явăçтарнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



27 мая 2022
10:22
Хроника
Поделиться