Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Программăсем пур чухне усă курса юлмалла

Николай ТИНЮКОВ: Хамăр сывлăхшăн яваплăха туйма вĕренмелле

Николай Тинюков тĕп тухтăрта 21 çул тăрăшать. Çав шутра 7 çул Вăрнар районĕн больницине ертсе пынă. Ытти çулсене Патăрьел районĕн больницине парнеленĕ. ЧР тава тивĕçлĕ врачĕпе юлашки вăхăтра унта пулса иртекен çĕнĕлĕхсем пирки калаçу пуçартăмăр.

Яла юлнăшăн ÿкĕнмен

— Николай Антонович, эсир ĕмĕрĕпех медицинăра вăй хуратăр. Хулара та ĕç тупма пултарнă. Тăван район сирĕншĕн чуна çывăхрах пулчĕ-и?

— Хамăр ялти Сăкăт шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1980 çулта Хусанти С.В.Курашов ячĕллĕ медицина институтне кĕтĕм, стоматолог профессине алла илтĕм. Эпĕ телейлĕ çын, распределенипе манна таçта аякка мар, тăван района ячĕç. Стоматологра ĕçлерĕм кунта. Çемье çавăрмаĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Çамрăк специалист пулнă май тÿрех 3 пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Çынсем ун чухне хуланалла туртăнатчĕç. Хамăн та ун пек кăмăлсем пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ординатурăра вĕреннĕ чухне хула пурнăçне «тутанса» куртăм. Шупашкарта икĕ çул ĕçлерĕм, университетра студентсене вĕрентрĕм. Ординатура вĕçленсен ăçта ĕçлеме каясси пирки йышăну тума тиврĕ. Преподавателе юлма ыйтрĕç. Аслă шкулта пĕтĕмпех килĕшетчĕ. Коллектив лайăхчĕ, студентсемпе пĕр чĕлхе тупрăм. Наука енĕпе ĕçлеме те кăсăклăччĕ. Çапах та, эсир каланă пекех, тăван тăрăх илĕртрĕ-тĕр. «Хулана юлманшăн нихăçан та ÿкĕнмĕп», — çапла каларăм хама. Унтанпа 30 ытла çул хыçа юлчĕ.

Чăнах та, çак йышăнушăн нихăçан та пăшăрханман. 1991 çулта тăван больницăна килсе стоматолог-хирургра тăрăшрăм. Кайран Патăрьел районĕн больницин «тилхепине» манăн алла тыттарчĕç. 10 çул ытла ертÿçĕре вăй хунă хыççăн Вăрнар районĕн больницине ертсе пыма тиврĕ. 2020 çулта каялла хамăн тăван района таврăнтăм.

— Сирĕн больницăна Патăрьел районĕн çыннисем кăна килмеççĕ вĕт. Халăха йышăнма условисем çителĕклĕ-и?

— Çапла, вăл медпулăшу парас тĕлĕшпе иккĕмĕш шайри больница — районсен хушшинчи центр — шутланать. Патăрьел районĕнчи 33 пине яхăн çын кунта медпулăшу илет. Кунсăр пуçне травматологи, васкавлă хирурги, акушерствăпа гинекологи, диагностика тĕлĕшпе пулăшу ыйтса Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче пурăнакансем, 52 пине яхăн çын, килеççĕ. Больницăра — 80 тухтăр, 285 вăтам медперсонал. Çамрăк специалистсене илĕртессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр 4 врач килчĕ. Çав шутра 3-шĕ — участокри терапевтсем, пĕри —участокри педиатр. Пурте — земство тухтăрĕсем. Ку программа ĕçлеме тытăннăранпа 57 тухтăр 1 миллионшар тенкĕ илчĕ. Вĕсенчен 22-шĕ кайрĕç. Тухтăрсен вăтам ÿсĕмĕ — 44 çул, вăтам медперсоналăн — 46 çул. Опытлă врачсем хăйсен пĕлĕвĕпе çамрăксемпе пайланаççĕ. Пирĕн патра тава тивĕçлĕ ят çĕнсе илнĕ, медицина пĕрлĕхĕнче хисеплĕспециалистсем те тăрăшаççĕ: Рустэм Ахметов хирург, Иван Казаков акушер-гинеколог тата ыттисем. Çамрăксене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне, медколледжа вĕренме кайма направлени паратпăр. 41 студентпа килĕшÿ турăмăр. Диплом илсен кунта таврăнасса кĕтетпĕр. Эпир вĕсене уйăхсерен стипенди тÿлетпĕр: ординатура тухакансене — 5 пин, медфакрисене — 3 пин, медучилищĕре вĕренекенсене — 1 пин тенкĕ.

Пуçламăш звенора вакантлă вырăнсем çукпа пĕрех: пĕр участокра тухтăр çитмест, педиатрсем пурте вырăнта. Ансăр специалистсенчен кардиолог, дерматовенеролог кирлĕ. 3 реаниматолог, 1 хирург кĕçех ординатурăран вĕренсе тухмалла. Ытларах хамăр патрисем тата кÿршĕллĕ районсенчен ĕçлеме килеççĕ.

Больница çĕнелет

— Ача çуратмалли çуртра ковид-госпиталь уçрăр. Хĕрарăмсем ача çуратма пăрахнă-им?

— Ковид-госпитаталь икĕ çул ĕçлерĕ. Чирлекенсен йышĕ нумай пулнипе çапла тума тиврĕ. Пĕрремĕшĕнчен, урăх вырăн çукчĕ. Унта инфекци ернисене сиплеме пĕтĕм услови пурччĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çуратакансем сахалланчĕç. Ковид хуçаланнă тапхăрта тухтăрсене питĕ йывăр килчĕ. Çапах вĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçларĕç, чăтса ирттерчĕç. Халĕ чирлекен сахалрах. Госпиталь хупăнчĕ пулин те вакцинацилесси малалла пырать. Вирус пурпĕр ниçта та çухалман. Прививка тунисем чире çăмăллăн чăтса ирттернине манар мар. Эпĕ çакна хам тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Коронавирус ерсен 1 кун çеç вырăнпа выртрăм. Пирĕн патри ача çуратмалли çурт 4 районтан хĕрарăмсене йышăннă. Кăçалхи 4 уйăхра Патăрьел районĕнче 62 ача çуралнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта — 87, виçĕм çул — 101. Юриех ытти район кăтартăвĕсемпе те кăсăклантăм. Шăмăршă районĕнче 3 уйăхра — 16, Елчĕк районĕнче — 12, Комсомольскинче — 42. Ача çуратакансене Канаш больницине /районсен хушшинчи центра/, Шупашкарти Президент перинаталь центрне ăсатрăмăр. Паянхи кун тĕлне учетра çире пур 122 хĕрарăм тăрать. Кăçал çăмăлланакансем — 75-ĕн.

— Ковид-госпиталь хупăнчĕ пулин те ача çуратмалли çурт уçăлмарĕ. Ку мĕнпе çыхăннă?

— Пысăк калăпăшлă капиталлă юсав ĕçĕсем пуçланнипе. Куншăн пирĕн патри ача кĕтекен хĕрарăмсем шар курмаççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Пуçламăш звенона модернизацилесси» программипе килĕшÿллĕн поликлиникăра строительсем ĕçе икĕ эрне каялла пикенчĕç. Юсав çур çула пырĕ. Больницăна хута янăранпа та, 1982 çултанпа, çавнашкал реконструкции пулман. Çав хушăра специалистсем халăха пурпĕр йышăнаççĕ. Халĕ вĕсен пÿлĕмĕсене ача çуратмалли çурта куçартăмăр. 40 млн тенкĕлĕх ĕçсем тума палăртнă. Пĕтĕмпех çĕнелет: тăрă, фасад, коммуникацисем… Врачсен пÿлĕмĕсене «Перекетлĕ производство» мелĕпе вырнаçтарăпăр.

— Юлашки вăхăтра медицинăра «Перекетлĕ производство» текен термин вăя кĕчĕ.Мĕне пĕлтерет вăл?

— Пациентсене пулăшу парасси çĕнĕ шая куçмалла. Пирĕн тĕллев — паха та меллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, тухтăрсене ĕçлеме лайăх условисем туса парасси. Черет, хĕвĕшÿ пулмалла мар. Çыннăн тухтăр патне хăвăрт кĕрсе тухса пахалăхлă пулăшу илме май пултăр. Ку вăхăта, вăй-хала, пациентăн, тухтăрăн нервисене перекетлет. Пациентсене кĕтмешкĕн хăтлă вырăнсем пулĕç. Ăçта хăш специалист, мĕнле уйрăм вырнаçнине шыраса тупма ансатланĕ. Регистратурăна пырсанах пĕтĕмпех курăмлă та ăнланмалла пулĕ. Сусăрсем валли «Хăтлă хутлăх» программăпа килĕшÿллĕн пандуссем, ятарлă пÿлĕм пулĕç. ФАПсемпе амбулаторисем çĕкленеççĕ

— Çĕнĕ оборудовани çителĕклĕ туянатăр-и?

— Эпир тăтăшах илсе тăнă-ха. Çĕнĕрен çĕннисем тухаççĕ вĕт, çавăнпа кивĕреххисене улăштарма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр электрокардиограф килнĕччĕ. Пуçламăш звено валли тухса çÿреме икĕ «Нива» машина илни те питĕ вырăнлă пулчĕ. Куçса çÿрекен ФАП /автобус/ та пур халĕ пирĕн. Вăл графикпе килĕшÿллĕн ялсем тăрăх кайса халăха диспансеризаци витĕр кăларать. Кăçал çĕнĕ йышши рентген хатĕрĕ, маммограф килмелле. Компьютер томографĕ валли те укçа уйăрчĕç. Унчченхи 2008 çулхиччĕ. Ăна юсаттартăмăр. Эпидеми чухне ун çине ĕç нумай тиенчĕ. Юрать, чăтрĕ. Юлашкинчен ванчĕ. Çывăх вăхăтра çĕнни килмелле. Оборудованисен хакĕсем те, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чылай ÿсрĕç халĕ.

— Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута ярассипе эсир пĕлтĕр те вăйлă ĕçлерĕр. Кунта мĕнле программа пулăшрĕ?

— Тĕрĕсех, пирĕн районта «Пуçламăш звенона модернизацилесси» федераци программи пĕлтĕрех ĕçе кĕме тытăнчĕ. Вăл 5 çуллăха пырĕ. 8 ФАПпа 8 тухтăр амбулаторийĕ тума палăртнă. Çавăн пекех кивĕреххисене юсăпăр. Пĕлтĕр — 5 ФАП /Тăрăнта, Кĕçĕн Патăрьелте, Тĕрĕньелте, Ишлĕре, Каншелте/, Шăнкăртамра врач амбулаторийĕ хута ятăмăр. Пĕлтĕр Ксыл-Чишма амбулаторине юсарăмăр. Кăçал çулла Сăкăтра çĕнĕ врач амбулаторийĕ уçăлĕ. Ыттисем юлашки 3 çулта хута каймалла, киввисем вырăнне çĕнни çĕклемелле. Сăмахран, Туçара участок больници, йывăç çурт, кивелсех çитнĕ. Ун вырăнне çĕнни пулĕ. Халĕ Аслă Арапуçри врач амбулаторийĕнче юсав пырать. 20 млн тенкĕ уйăрнă ун валли. Участок больнициччĕ вăл. Иккĕмĕш хучĕпе епле усă курасси пирки шухăшлатпăр. Тикешри ФАПра та капиталлă юсав пуçланнă. Сăмах май, паянхи кун тĕлне пĕр харăсах 6 объектра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунсăр пуçне республика программипе район больницин стационар фасадне çĕнетме планланă. Ăна хальхи йышши плиткăпа илемлетĕпĕр. 19 млн тенке яхăн укçа уйăрнă. Шыв башни те улăштарма тытăннă-ха тата.

— Пĕтĕмпех хăвăр тĕрĕслесе тăратăр пуль-ха. Çĕнĕ объектсем уçăлнă чухне те сире яланах курма пулать. Эсир — район пуçлăхĕ те. Епле пур çĕре те алă çитеретĕр?

— Проектсемпе программăсем ĕçленĕ чухне усă курса юлмалла. Кун пек пурнăç йĕркине хăнăхнă ĕнтĕ. 7-рех ĕçе çитетĕп. Пулăшуçăсем пур, пĕччен мар, командăпа ĕçлетпĕр. Çитĕнÿсем, лайăх кăтартусем хавхалантараççĕ. Ыйтусене яланах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа сÿтсе яватпăр. Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр. Халăх сывлăхне сыхлас ыйту тухтăрсене кăна мар, влаç органĕсене те шухăшлаттарать. Медицина сывлăха 10-15% кăна витĕм кÿрет теççĕ. Ытларах пурнăç йĕркинчен килет. Пирĕн фельдшерсем, участокри тухтăрсем çынсене мĕн пăшăрхантарнине, мĕнле кăмăл-туйăмпа пурăннине пĕлсе тăраççĕ. Ку пире хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине, çитменлĕхсемпе кĕрешме пулăшать. Эпĕ хам та чылайранпа — депутат, яланах халăх хушшинче. Çынсене харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплăха туйма вĕрентмелле. Диспансеризацие килччĕр, тĕрĕсленччĕр, врач хушнине итлеччĕр.

— Ачăрсем сирĕн çулпа кайнă-и?

— Мăшăрпа иксĕмĕрĕн — икĕ ача. Иккĕшĕ те тухтăр: хĕр — ортодонт. Хулари стоматологи поликлиникинче ĕçлет. Вăл Раççейри стоматологсен ассоциацийĕ ирттернĕ професси ăсталăхĕн конкурсĕнче чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Ывăл «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ, хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Вăл медицинăри лаборатории оборудованийĕсен фирминче ĕçлет. Мăшăрăмпа эпир пĕр класра вĕреннĕ. Вăл психиатри кабинечĕн медсестри. Иксĕмĕр те мăнуксем кĕтетпĕр. Вара çĕнĕ хавхалану, çĕнĕ вăй-хал çураласса шанатпăр.

Алина ИЛЬИНА

Хыпар



27 мая 2022
10:34
Публикации
Поделиться