Çулĕ пултăр такăр
Районта кăçал "Хăрушсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем" республика программипе килĕшỹллĕн 3,4 çухрăм тăршшĕ çула 14,5 млн тенкĕлĕх юсамалла. Планпа килĕшỹллĕн "Патăрьел-Сăкăт", "Еншик-Кĕçĕн Арапуç", "Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчурел-Красномайск", "Кĕçĕн Патăрьел-Татмăш", "Ишлĕ-Пăлапуç Нурăс" автоçулсене тирпейлеççĕ. Объектсен подрядчикĕ паллă - тулли мар яваплă "Эльбрус" пĕрлешỹ.
Хальхи вăхăтра строительсем "Патăрьел-Сăкăт", "Еншик- Кĕçĕн Арапуç" çулсене юсанă çĕрте ĕçлеççĕ. Пур объекта та çулталăк вĕçĕччен хута ямалла.
(Хамăр корр.)