Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлеççĕ те, канаççĕ те

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 77 çул çитнине халалласа чăвашран Мускавра ĕçлесе пурăнакансем футболла выляса ăмăрту ирттернĕ. Унта 6 команда - Улатăр, Патăрьел, Канаш, Йĕпреç, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен хастарĕсем - хутшăннă.

Вăйăсем питĕ çивĕч те интереслĕ иртнĕ. Пирĕн район команди финалта Йĕпреçсемпе вылянă. Вăйă пĕр-пек очкосемпе вĕçленнĕрен пенальти тапнă. Патăрьелсем иккĕмĕш вырăна тухнă. Вăйăсене йĕркелеме Треньелĕнчи В.Зайцевпа Чăваш Ишекĕнчи А.Краснов тăрăшнă.

Патăрьелĕнчи А.Моисеев "Чи лайăх тапăнса вылякан", Именкассинчи А.Нянин "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ", Треньелĕнчи О.Михайлов "Чи лайăх вратарь" ятсене тивĕçни те кăмăллă.

А. ИВАНОВА

Авангард



24 мая 2022
11:02
Хроника мероприятий
Поделиться