Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хуçалăхсене аталантарма – грант

 Ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене аталантарас тĕллевпе патшалăх сахал мар пулăшу парать. Нумай пулмасть республикăра харпăрлăхлă пĕчĕк хуçалăхсем хушшинче грант выляса илессипе конкурс иртнĕ, 7 фермер хуçалăхĕ пурĕ пĕрле 84,8 млн тенке тата пĕр кооператив 39 млн тенке тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсенчен виççĕшĕ - Марат Земдиханов, Ильдар Белалов, Камиль Салихов - пирĕн районтан. Вĕсем аш-какай валли çитĕнтерекен выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма 45 млн тенкĕ илнĕ.

"Агро-Союз" производство кооперативĕ пурлăхпа техника базине пуянлатма грантлă пулнă.

(Хамăр корр.)

Аванград



24 мая 2022
10:57
2022 год
Поделиться