Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи кун çулталăкшăн яваплă

Майăн 13-мĕшĕнче районта ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе Петр Ялуков ертсе пыракан "Батыревский" пĕрлешỹре пулнă. Сергей Геннадьевич хуçалăхра çур аки еплерех пынипе паллашнă, çавăн пекех кĕрхи культурăсен анине те çитсе курнă. Агропромышленность комплексĕн тата ял территорийĕсен аталанăвĕ, патшалăх пулăшăвĕ пирки калаçнă.

Сергей Артамонов министр çĕр ĕçченĕсене çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлеме, кĕркунне пысăк тухăç пухса кĕртме суннă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



17 мая 2022
09:12
2022 год
Поделиться