Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăçăн илемĕ – иккĕнре

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çемье пĕлтерĕшне, хакне ỹстерес, çамрăк мăшăрсене ĕмĕр тăршшĕпе пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнма ырă сунас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси çирĕп йăлара.

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан çемьесене саламласси те çавăнпах çыхăннă. Хальхинче çак чыса 50 çул пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатакан мăшăрсем - Сăкăтра пурăнакан Петр Андреевичпа Олимпиада Георгиевна Убасевсем, Еншикри Василий Петровичпа Зинаида Васильевна Козловсем - тивĕçрĕç. Уяв чыславне Кзыл Чишмари Айрат Фаязовичпа Алсу Фенисовна Шакировсем те хутшăнчĕç. Ырă тĕслĕхлĕ те пултаруллă çамрăк мăшăр пилĕк çул каялла шăпах Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче Мăшăрлану керменĕнче пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартнă.

\ "Çемье тĕрекĕ, илемĕ - пĕр-пĕрне хисепленинче, юратнинче, ĕмĕр тăршшĕпе ăнланса пурăннинче. Ку таранччен эсир ытти çамрăк мăшăршăн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пултăр. Ĕçре те матур, кăтартуллă, общество пурнăçĕнче те хастар. Икĕпепкене тивĕçлĕ воспитани пама та вăхăт тупатăр. Кĕмĕл туйччен сирĕн çемье тата пысăклантăр, савăнăçа пĕрле пайламалли нумай ырă пулăм пултăр. 2042 çулта вара сире тепĕр хут çак кермене кĕмĕл туя йыхравлатпăр",- терĕ районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Н. Емелина çамрăк мăшăра йыхрав-сертификат парнеленĕ май. Çемье кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уява район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталия Николаева, районти хĕрарăмсен тата арçынсен канашĕсен председателĕсем Алена Горшкова тата Николай Андреев, Пикшик, Кзыл Чишма, Сăкăт ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, çывăх çыннисене ылтăн тата йывăç туй ячĕпе саламлама пуçтарăннă тăванĕсем хутшăнчĕç.

Мăшăрсемшĕн чи пăлхануллă та асра юлакан самант юбилейçĕсен хисеплĕ кĕнеки çине 50 тата 5 çул каялла çемье çавăрнине аса илсе алă пусни пулчĕ, утса тухнă кун- çула хак паракан презентаци вĕсем пурнăçра пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулнине çирĕплетрĕ.

А. НИКОЛАЕВА

 Авангард



17 мая 2022
09:13
2022 год
Поделиться