Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Семинар иртрĕ

Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен ассоциацийĕн планне шута илсе Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта "Федерацин патшалăх вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн урок ирттересси" темăпа семинар пулчĕ. Малтанах шкул директорĕ Г.Абейдуллова пĕлỹ çурчĕ çумĕнчи хăтлă корпусра экскурси ирттерчĕ. Çавăн пекех пухăннисем шкул çинчен видеоролик пăхса киленчĕç. Унтан пурте уçă уроксене саланчĕç.

Г. Пазюкова 10 класра " Çул çỹрев" темăпа урок ирттерчĕ. Итлеме пынисем вĕрентекенĕн професси шайне тата ăсталăхне пысăк хак пачĕç.

4 класра Э. Янтыкова вĕрентекен урокне "Тумтир" темăна халалларĕ. Ачасем хаваспах тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç, вĕсем акăлчан чĕлхине чунтан юратни сисĕнчĕ.

А. Пазюкова вĕрентекенре пĕр çул анчах тимлет пулсан та хăйне тытма пĕлнипе, ют чĕлхепе илемлĕ калаçнипе тыткăнларĕ итлеме пынисене.

 Семинара хутшăннисем Шăнкăртам шкулĕнчи вĕрентекенсен ĕçĕсене ырларĕç, хальхи йышши технологисемпе усă курса ĕçленине палăртрĕç, вĕсене малашнехи пурнăçра çитĕнỹсем сунчĕç, çавăн пекех кирлĕ сĕнỹсем пачĕç.

Вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Г. Налиба çитес вăхăтра районта иртекен конкурспа паллаштарчĕ. Унта ют чĕлхепе ППЭ тытас текенсем калаçса тупăшĕç.

Ассоциаци ертỹçи З. Чабатова 9 тата 11 классенче вĕренекенсем паракан экзаменсем çинче чарăнса тăчĕ.

Пухăннисем семинарпа кăмăллă пулчĕç, вăл тухăçлă тата усăллă пулнине палăртрĕç.

Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхипе вĕрентекен

Авангард



13 мая 2022
10:40
Хроника
Поделиться