Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 «Хĕвеллĕ» ипподромра «Çĕнтерÿ кубокĕ» юрха утсен чупăвĕ иртнĕ. Мероприятие райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район пуçлăхĕ — райбольницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Валерий Антонов, ЧР сывлăх сыхлавĕн миистрĕн çумĕ Ирина Левицкая, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов хутшăннă. Патăрьелсемшĕн лаша спорчĕ чи юратнисенчен пĕри шутланать. Вĕсем спортăн çак тĕсне çемьесемпех хутшăнаççĕ: Красновсем, Пыркинсем, Кошкинсем, Земдихановсем, Хамбиковсем... Çирĕм ытла лаша —вĕсем Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчен, Шупашкартан,Тутарстанран — ăмăртнă. Ута финиша лăплантарса илсе çитерес енĕпе 1-мĕш вырăна — Победитель /юлан утçи Алексей Краснов/, 2-мĕшне — Иван ХОЕ АН /юлан утçи Минсур Тухфетуллов/, 3-мĕшне Палач /юлан утçи Леонид Кошкин/ йышăннă. Финалта 1-мĕшĕ пĕлтĕрхи пекех Валерий Краснов Марс лашипе пулнă.

Хыпар



13 мая 2022
13:22
Хроника мероприятий
Поделиться