Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сасăлав пуçланчĕ

 

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен пирĕн районта та пур çĕрти пекех "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн регионти "Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси" программăпа 2023 çулта хăтлăх кĕртмелли обществăлла территорие суйласа илессипе онлайн-сасăлав иртет. Кăçал конкурса Патăрьелĕнчи халăх йышлă канмалли вырăн (зона массового отдыха населения) тата Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи спорт лапамĕ хутшăнать. Хăшĕ çĕнтерессине халăх татса парать. Çынсем хăйсен шухăшĕсене za.gorodsreda.ru платформăра е Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи сайтне кĕрсе, нумай функциллĕ центра кайса палăртма пултараççĕ. Çавăн пекех волонтерсен пулăшăвĕпе те усă курма пулать. Вĕсем Патăрьелĕнчи "Юхма" пасар тата Шăнкăртамри "Халяль" суту-илỹ çурчĕн территорийĕсенче халăха йышăнĕç.

(Хамăр корр.)

Авангард



15 апреля 2022
07:36
Хроника
Поделиться