Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асра юлакан кун çемье çавăрнă

 ЮЛАШКИ çулсенче районти Мăшăрлану керменĕнче тăрăшакан специалистсем çемье çавăракан каччăпа хĕре тĕрлĕрен кăсăклă меслетпе саламламалли программăсемпе савăнтараççĕ. Çавăнпа та ЗАГС пайĕнче Мендельсон маршĕ эрнекун е шăматкун çеç мар, ытти чухне те янăрама пултарать. Ас тăватăр пулĕ, нумай пулмасть çеç çамрăксем "02.02.2022" датăна суйласа илсе эрне варрине пăхмасăрах туйсем кĕрлеттерчĕç. Халĕ, акă, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтика кунĕнче (ытларикун) мăшăрланма кăмăл тунисем те тупăннă. Çемье пуçлăхĕн ячĕ те тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ пĕрремĕш космонавтăнни пекех - Юрий. Тикеш каччи пурнăç тăршшĕпе пĕрле утса тухма суйласа илнĕ хĕрĕ Çĕнĕ Ахпỹртрен. Пулас мăшăр çак кун ыттисем пек капăр тумпа çеç мар, сывлăша çĕкленме хатĕрленнĕ Юрий Гагарин пекех скафандр ăшĕнче те сăн ỹкерĕннĕ, ытти маскăпа та асăнмалăх фотосесси тума пултарнă.

Çемье пурнăçне Космонавтика кунĕнчен старт илме шутланă мăшăра ЗАГС пайĕн специалисчĕсем пурнăçра юратупа телей суннă, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламне çитернĕ.

Авангард



15 апреля 2022
07:35
2022 год
Поделиться