Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фестиваль "Пултаруллăх çăлкуçĕ"

Фестиваль "Пултаруллăх çăлкуçĕ"

Чăваш чĕлхи - анне ытамĕ,

Чĕкес кĕвви пек чĕвĕлти.

Сан аллунтан тытса утам-и:

Шăрантăр сас-чĕв кĕмĕлли:

Пулсанччĕ сăвă кĕмĕлли.

 

Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системинчи тĕп вулавăшра чăваш чĕлхи кунне, Чăваш енри сумлă ентешсен çулталăкне, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине  халалланă «Пултарулăх çăлкуçĕ» иккĕмĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале районти пултаруллă сăвă ăстисем, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, шкул ачисем тата библиотекарьсем пуçтарăнчĕç.

Фестивале ертсе пыракан тивĕçтерÿ пай ертуçи Наталия Ракова чăн малтанах пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, килнĕ хăнасене «2022 çул - Чăваш Енĕн сумлă ентешсен çулталăкĕ», «Пирĕн ентешсем - мухтавлă çынсем» тата «Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - чăваш чĕлхи кунĕ» ятлă куравсемпе паллаштарчĕ.  Малалла районти чăваш наци конгресĕн уйрăмĕн ертуçи Светлана Кулакова чăваш чĕлхине аталантарас енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ.

Фестивальте чуна пырса тивмелле сăвăсем янрарĕç. Уйрăмах Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн членĕ, Патăрьел ялĕнче пурăнакан Мая Селендеева вăрçă çинчен çырнă «Сÿнми шанчăк» тата чăваш чĕлхи çинчен «Чăвашла калаçар, тăванăм!» сăввисем пурин кăмăлне те кайрĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Галина Хлебникова вара паллă чăваш писательне «Алексей Талвира» ятлă сăввине вуласа пачĕ. Ку сăвă унăн çак писателе халалласа çырнă виççĕмĕш сăвви пулчĕ.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче Патăрьелăнчи тĕп вулавăшăн социаллă сетьре йĕркеленĕ «И. Я. «Яковлев - чăваш халăхĕшĕн ҫĕнĕ ĕмĕр алăкне уҫаканĕ, наци ҫырулăхне тăваканĕ» интернет-викторина пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Викторина ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен пычĕ. Пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Викторинăна 152 çын ытла хутшăннă, 5017 çын пăхса паллашнă. Викторина пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çак çынсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

1 вырăнта - Елена Анюрова, Людмила Майкова, Лекерова Надежда, Вероника Степанова, Надежда Багрова.

2 вырăнта - Лариса Еслюкова, Ирина Аксакова, Надежда Яковлева, Елена Степанова, Ольга Кутузова, Алевтина Анюрова, Антонина Тинюкова, Юрий Васильев, Оксана Хомуткина, Яна Тинюкова, Ариадна Чиркина, Полина Анюрова, Светлана Кулакова, Лидия Платонова, Таня Каруева, Федор Анюров, Надежда Яковлева, Ольга Васильева, Татьяна Лукина, Раиса Мышова, Алина Фролова, Ольга Семенова, Настя Мтина, Марияна Муллина, Татьяна Петрова, Дмитрий Маслов, Надежда Салмина, Кира Салмина, Анастасия Ежова, Катя Ежова, Анжелика Шелякова, Милена Милая, Елена Трифонова, Анастасия Дмитриева, Татьяна Дмитриева, Светлана Убаськина, Светлана Аблясова, Светлана Никитина, Антонина Смирнова.

3 вырăнта - Ираида Козлова, Камилла Анюрова, Татьяна Анюрова, Ирина Овечкина, Надежда Маслова, Надежда Рубцова, Татьяна Тихонова, Елена Дюкина, Полина Чиркина, Зифа Калимуллина, Наталия Герасимова, Гельсиря Рахматуллина, Наталия Путякова, Ирина Иванова, Румия Хакимова, Елена Макарова, Инесса Иванова, Анастасия Краснова, Милана Чермасова, Анна Портнова, Татьяна Туктина, Катя Иванова, Людмила Надина, Александра Игнатьева, Кирилл Перепелкин, Светлана Александрова, Елена Краснова, Эльфия Камальтдинова, Надежда Кошелева, Надежда Алемесова, Валентина Тарасова.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чысларĕç. Ытти çĕнтерÿçĕсене тата вырăнсăр дипломсене пирĕн библиотека сайчĕ çинчен çитес вăхăтра илсе пичетлеме пулать.

 

 



28 апреля 2022
15:02
Поделиться