Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне панă халал»

И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне панă халал»

Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă, чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 174 çул çитрĕ. Çавна май, паянхи кун, 1992 çултанпа чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ.

            Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра «И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне панă халал» ятлă электронлă презентаци куравне йĕркелерĕç. Çак куравпа вулавăшра чăваш чĕлхи эрнине уçрĕç.

            И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парать.

            Иван Яковлевич Яковлев – педагог, чăваш çырулăхне пуçарса яракан. «Эпĕ çав лăпкă, ырă кăмăллă çынсем хушшинче çуралса, вĕсен пурнăçĕпе пурăнса ÿснĕскер, тăван халăхăн шăпипе пуласлăхĕ çинчен шухăшламасăр тăма пултарайман… Чăннипе калатăп, юрататăп эпĕ чăваша, ăна чунран ырлăх сунатăп… Чăваш çыннине ырă тунисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман…», - тенĕ вăл.

            И. Я. Яковлев тăрăшнипе халăха çутта кăларас ĕç аталансах пынă. Тăван чĕлхепе вĕренмелли калавсенче ĕç, пĕлÿ, туслăхпа сăпайлăх тĕп вырăн йышăннине палăртмалла. Халăх хăйĕн иксĕлми сăмахлăхĕ урлă çамрăк ăрăва пурăнма вĕрентсе пырать. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр. Хăйĕн чунри пысăк шухăшĕсене вăл 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕртен Мускава куçса каяс умĕн алă пусса çирĕплетнĕ.

            Халал çичĕ çаврăмран тăрать. Халалта И. Я. Яковлев чăвашсен пурнăçĕнче ĕç тĕп вырăнта тăнине палăртнă.

            Халалăн пуçламăшĕнче Иван Яковлевич чăвашсене хăй тусĕсем-тăванĕсем вырăнне хунине пĕлтерет. Халал вĕçĕнче: «Ирĕклĕ е ирĕксĕр эпĕ кама та пулин кÿрентерсе, вăл ман çине çилĕ хывса çÿренĕ пулсан пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн кĕл тăвăр», - тет. Çыннăн хăйне ырă тунă çынна тав тума та пĕлмелле, усал тунă çынна каçарма та вăй-хал çитермелле тесе каласшăн вăл.

            И. Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме, упрама чĕнет.

Шкул ачисене тăван чĕлхен сумлă пархатарлăхне курма, пĕлме, туйма хушать. Аслă вĕрентекенĕмĕр пĕр-пĕринпе сапăр пулмаллине, пур-çукшăн чашкăрса çÿреме кирлĕ маррине калать.

            Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен пулнине, ĕçе юратмаллине калать. «Халалта» И. Я. Яковлев тата тĕрĕслĕхпе тÿрĕлĕх çинчен те вĕрентет. Яковлев халалĕнче çемье те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемье вăл – халăх тата çĕршыв тĕрекĕ. Кашни çемьен ĕçчен те тирпейлĕ пулма тăрăшмалла. И. Я. Яковлев тăван халăх ĕçчен, юратупа туслăхра çирĕп, сăпайлă, тÿрĕ те таса чунлă пулнине лайăх пĕлнĕ. Çак ырă енсене вăл тăван халăхăн çемйисенче курасшăн пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевич йăнăш та кукăр-макăр çулсенчен асăрханма хушнă.

            Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн халалĕ пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăчĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăха, тăван çĕршыва юратма вĕрентет. «Чăваш халăхне» панă халал кирек хăш халăхăн пулас ăрăвне аталантарса вĕрентмелли ĕмĕр сÿнми литература палăкĕ пулса тăма тивĕçлĕ.

            И. Я. Яковлев «Халалĕ» çамрăксене, ăс парать, тĕрĕс-тĕкĕл пурăнма вĕрентет, малашлăхра ырă çитĕнÿсем тума хавхалантарать.



25 апреля 2022
17:41
Поделиться