Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ кунран-кун хыçала юлса пырать

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ кунран-кун хыçала юлса пырать. Çавах вилĕме куçа-куçăн тăрса тунă Çĕнтерỹ манăçа тухмастех. Салтаксен паттăрлăхĕ, тылри хастарлăх мухтавлă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 77 çул тултарас умĕн районта "Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнчи часовой" акци старт илчĕ. Унта кашни вăтам шкулах хутшăнать. Сăваплă ĕç Çĕнтерỹ кунĕнче - майăн 9-мĕшĕнче - вĕçленет.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче Çĕнтерỹ Ялавĕн копине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула илсе килчĕç. Сумлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен центрăн директорĕ Оксана Андреева тата кадет класĕсен наставникĕ Владимир Паймуллин хутшăнчĕç.

"Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнчи часовой" акци çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас, ирĕклĕхшĕн тата Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн тăнă çынсен паттăрлăхне хисепе хурас тĕллевпе иртет. Вĕренекенсем çар вăхăтĕнчи историе аса илеççĕ, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таяççĕ"- терĕ Рудольф Васильевич Çĕнтерỹ Ялавĕн копине шкула парса.

Ăна йышăннă май вĕренекенсем шанăçа тỹрре кăларма пулчĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче вăрçă çинчен хывнă юрăсем шăранчĕç, ташларĕç.

Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç.

Чи малтан караула "Патриот" çарпа патриотла клуб членĕсем тăчĕç.

 А. ИВАНОВА

Авангард



19 апреля 2022
09:55
Поделиться