Культура вучахĕсем ан сỹнччĕр

Çак кунсенче Нăрваш Шăхалĕчи культура çуртĕнче "Районти централизациленĕ клуб системи" хăй тытăмлăх учрежденийĕн 2021 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, 2022 çулхи тĕллевĕсене палăртнă.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, культура ĕçченĕсем хутшăннă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче клубсемпе культура учрежденийĕсене аталантарас, канма хăтлă услови туса парас тĕллевпе сахал мар тимлеççĕ. Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче çак отрасльте çамрăксен, ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă ирттерес, вĕсене культура тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшас тĕллевпе районта мĕн пур услови туса пама тăрăшнине палăртнă: çĕнĕ клубсем хута каяççĕ, культура учрежденийĕсене юсаççĕ, хăтлăх кĕртеççĕ тата ытти те.

Канашлура район администрацийĕн социаллă тата туризма аталантарас ыйтусемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Наталия Никитина культура сферин 2021 çулхи пĕтĕмлетĕвĕ тата 2022 çулхи тĕллевсемпе паллаштарнă. Вăл Культура учрежденийĕсен работникĕсем хăйсен профессине юратса пурнăçланинчен халăх пултарулăхĕ, йăли-йĕрки, кăмăл-туйăм пуянлăхĕ, вулавăшпа архив ĕçĕ мĕнле аталанса пыни килнине палăртнă.

Отчетлă докладсемпе тата 2022 çулхи ĕç планĕсемпе районти архив ĕçĕн заведующийĕ Татьяна Казначей, "Çăкăр" историпе этнографи музейĕн директорĕ Валентина Маллина, районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова, Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕ Наталия Алексеева тухса калаçнă.

Мероприятире культура сферинче тăрăшса ĕçлекенсене тĕрлĕ шайри дипломсемпе чысланă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



15 апреля 2022
07:39
Хроника
Поделиться