Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Завода çулла уçасшăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов Хирти Пикшикри "Молочные зори" кооператив грант пулăшăвне тивĕçнĕ май кунта инвестици проектне пурнăçа еплерех кĕртнипе паллашнă.

Талăкра 100 тонна сĕте тирпейлеме пултаракан заводăн никĕсне 2020 çулта янă. Объекта грант тата кооператив укçи-тенкипе çĕклеççĕ.

 - Кăçалхи çулла хута ярасшăн. Кооператив малашне сыр тата сыр продукчĕсем, хăйма, типĕ сĕт, услам çу тата ытти продукци хатĕрлеме палăртать, - тет кооператив председателĕ Зульфир Алигберов.

Завод пĕтĕм хăватпа ĕçлеме пикенсен талăкра 200 тонна таран сĕт йышăнма пултарнипе пĕрлех 70 çын валли ĕç вырăнĕ те уçăлĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



14 апреля 2022
13:40
Поделиться