Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Утни сывлăха çирĕплетет

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне палăртнă май районта та çулленех Пĕтĕм Раççейри "Пурнăç патне 10 пин утăм" акци иртет. Кăçал ăна района йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалланă. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем çавна май Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадиона пухăнчĕç. Вĕренекенсем, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем флешмоб йĕркелерĕç. Ун хыççăн пурте Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр базине çитиччен туслăн 10 пин утăм утрĕç. Кунта вĕсене Пикшик ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ хаваслă уяв программи кĕтрĕ.

Кашни утма хутшăнаканах сертификат тивĕçрĕ.

"Хускану вăл - пурнăç. Анчах вăл çитмест пирте. Акцие шăпах çак ене аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Утма пурте пултараççĕ, вăл тăкакпа та çыхăнман. Район çыннисем, ытларах аслăрах çулхисем, çулран-çул утакансен йышне тăни савăнтармаллипех савăнтарать. Пурне те сывлăх, çитĕнỹсем сунатăп",- терĕ старта тăракансене хавхалантарса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова.

 "Акци сывлăха çирĕплетме, кун-çула тăсма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшать. Сывлăхлă пулăр, спорта юратăр!"- терĕç пĕр-пĕрне "Пурнăç патне 10 пин утăм" акцие хутшăнакансем.

А. ИВАНОВА

АВАНГАРД



14 апреля 2022
13:43
Поделиться