Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тирпей-илем кĕртмелли, йывăç лартмалли уйăхлăха хатĕрленер

ÇУЛСЕРЕНЕХ çуркунне çĕршывĕпех санитарипе экологи субботникĕсем ирттереççĕ, территорисене тирпей-илем кĕртеççĕ, йывăçсем лартаççĕ. Район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 31-мĕшĕччен пирĕн районта та массăллă субботниксем ирттерме, тавралăха, палăксемпе çăлкуçсен таврашне, парксене, ялсенчи урамсене, юхан шывсен, çулсен хĕррисене тата ыттине те çỹп-çапран, тĕрлĕрен каяшран тасатмалли, вĕсене тирпейлемелли тапхăр пулĕ. Çĕр типшĕрсе пынă май коллективсем те хăйсен организаци-предприяти территорийĕсене тасатĕç. Сăмах май каласан, район центрĕнче эрнекунсерен иртекен субботник сезонĕ апрелĕн 8-мĕшĕнче уçăлчĕ.

Апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа майăн 6-мĕшĕччен районта йĕркелекен субботниксем "Асăну сачĕ", "Раççейри мемориал йывăçĕсем", "Раççейри шыв" акцисемпе килĕшỹллĕн иртĕç.

 

Авангард



14 апреля 2022
13:34
2022 год
Поделиться