Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьелĕнчи Мир урамĕнче тăвакан нумай хваттерлĕ тăватă хутлă çурта çитсе курнă, унти строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Объектшăн "Энергострой" пĕрлешỹ (ертỹçи -- Ирек Маков) яваплă. Унăн никĕсне 2021 çулхи март уйăхĕнче янă. Кăçалхи сентябрьте 40 хваттерлĕ çурт хуçисене йышăнмалла.

 Рудольф Селиванов Ирек Маковпа пĕрлешỹ малашне те районта социаллă çурт-йĕр тăвассипе ĕçлесси, çывăх вăхăтри тĕллевсем пирки калаçнă.

 Кзыл Чишмари виçĕ хутлă шкула реконструкцилесе "СЭЛЭТ-Батыр" çамрăксен обществăлла центрне тума йышăннă пирки хаçат вулакансене пĕрре мар пĕлтернĕччĕ. Объекта 2020 çулхи июль уйăхĕнче "Булат" пĕрлешỹ (ертỹçи Ринат Абдулвалеев) строителĕсем çĕнетме пуçăннă. Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче вăл пултаруллă яшсемпе хĕрсене йышăнмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ĕçлĕ çул çỹревпе кунта та пулнă.

Центрта 1500-2000 таран ача канма, ятарлă программăпа вĕренме, сывлăхне çирĕплетме пулĕ. Çавăн пекех кунта пĕрлехи культура çутĕç мероприятийĕсем йĕркелеме те палăртнă, вăл тĕрлĕ районти, регионти тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене тата наци халăхне пĕрлештерсе тăмалла. Спорт, ташă лапамĕсем, пан улми сачĕ те пулаççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



14 апреля 2022
13:39
Хроника
Поделиться