Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕн команди - çĕнтерỹçĕ

Апрелĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енри спорт министерствин тытăмне кĕрекен олимп резервĕсем хатĕрлекен 2-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн базинче патшалăх власть органĕсен, федерацин ĕç тăвакан влаçăн территори органĕсен тата Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ХХ Спартакиадипе килĕшỹллĕн йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăрту иртнĕ.

Унта Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан команда та хутшăннă.

Спорт уявне пуçтарăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов саламланă. Сумлă лару-тăрурах ХIХ Спартакиада призерĕсене те чысланă. Çакна та палăртма кăмăллă: 2021 çулхи кăтартусемпе Патăрьел район команди çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ.

Спорт шкулĕнче йĕркеленĕ хальхи ăмăртура та Юхмапа Пăла тăрăхĕн команди хастарлăх кăтартнă. VIP-чупăва район администрацийĕн пуçлăхĕ хутшăннă. Эстафетăра пирĕн район команди иккĕмĕш тухнă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



14 апреля 2022
13:41
Хроника мероприятий
Поделиться