Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юсавлă техникăпа ĕçлеме те кăмăллă

 Районта ял хуçалăх техникине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси малалла пырать. Ятарлă комисси членĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Илья Васильев - Тăрăн ял тăрăхĕнче, "Исток" çĕр ĕç фирминче, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче пулчĕç.

 "Исток" çĕр ĕç фирминче 24 трактор, пурте заводран тин илсе килнĕ пек курăнаççĕ. Хатĕррисен ретне юрăхлă тăвассишĕн механизаторсем тăрăшни куç умĕнче. Хуçалăх та "хурçă утсене" юсама укçа-тенкĕ шеллемест, çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен те йывăрлăх çук. Кашни трактористах çулленех ятарлă тумпа тивĕçтересси йăлана кĕнĕ.

Çĕр ĕç фирмин директорĕ Александр Илюткин механизаторсене хăйсене шаннă тракторсене лайăх пăхса тăнăшăн, ĕçе тухма хатĕр тунăшăн тав турĕ, хуçалăх самана таппипе тан утма тăрăшнăран çулленех техника паркне çĕнетсе пынине палăртрĕ. Нумай пулмасть кăна "хурçă утсем", сеялка, каток, плуг тата ытти те хутшăннă, çывăх вăхăтра шăвармалли хатĕр килсе çитмелле.

 Паян чылай хуçалăхра кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. "Исток" çĕр ĕç фирминче аслăраххисемпе юнашарах çамрăксем пурри те савăнтарать. Шалу тивĕçлĕ пулнин, çĕнĕ техника туяннин витĕмĕ куç умĕнче. Хăватлă, энергие перекетлекен тракторсемпе вăй хума пурне те кăмăллă-çке.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов çур акине вăхăтра тата кĕске тапхăрта ирттерсе яма, пысăк тухăç пухса кĕртме сунчĕ. Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Илья Васильев кашни трактора тĕплĕн пăхрĕ. Техникăпа çỹреме ирĕк паракан документа, фарăсем çутатнине, сигнал ĕçленине, тормоз тытнипе тытманнине, аптечка, огнетушитель пуррине тата ыттине те тĕрĕслерĕ. Пĕтĕмĕшле илсен "хурçă утсем" пурте паян тесен паян хире тухма хатĕр. Илья Вячеславович хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалли, инкекрен кашнийĕн хăйĕн те асăрханмалли пирки аса илтерчĕ.

 Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн 10 трактор, вĕсем хушшинче гусеницăллисем те, кустăрмаллисем те пур. Студентсене шăпах вĕсемпе çỹреме, ака-суха ĕçĕсене тума хăнăхтараççĕ, çавăнпа та техника тĕрĕслевĕ патне тимлĕх ытларах та уйăрма тивет. Кунта та "хурçă утсене" тивĕçлĕ юсама тăрăшнă, киввисене те сăрласа çĕнетнĕ.

Тракторист правине илме çамрăксем кăна мар, аслăраххисем те килеççĕ, категорисене ỹстерес текенсем те йышлă.

- Паян хуçалăхсенче хăватлă техникăпа усă кураççĕ, çавна май пирĕн те парка çĕнетмелле. Ку ыйтупа ĕçлетпĕр, - терĕ техникум директорĕ Алексей Логунов.

Районта тракторсене тата кăкарса çỹремелли хатĕрсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси малалла пырать, комисси членĕсем çитес кунсенче ытти ял тăрăхĕсенче, хуçалăхсенче пулаççĕ.

 О. ПАВЛОВА

Авангард



08 апреля 2022
17:43
2022 год
Поделиться