Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялан пĕрле пулма хистет

Çемье - кашнин пурнăçĕнче чи çывăххи, пĕлтерĕшли. Пире йывăр пулсан е инкек-синкек сиксе тухсан кам чăн малтан алă тăсса пулăшĕ? Паллах, çывăх та тăван çынсем. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра "Çемье - кăмака: сивĕ пулсан пурте ун патне пуçтарăнаççĕ" теççĕ.

 Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çемье пуянлăхне, унăн пĕлтерĕшне сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеме тăрăшать. Мăшăрлану керменĕнче пысăк уявсене нумай çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ çемьесене, нумай ачаллă амăшĕсене, кăтартуллă çамрăк мăшăрсене чысласси ырă йăлара. Сăмахран, 2021 çулта 50, 55, 60 е тата ытларах çул каялла çемье çавăрнă мăшăрсене, пĕрле килĕштерсе пурăнакан 100 ытла ĕç ветеранне сумлă лару-тăрура саламланă. Вĕсем чылайăшĕ йышлă ача-пăча çуратса ура çине тăратнă, тивĕçлĕ воспитани панă, хăйсем те ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем.

Ырă йăлана кăçал та малалла тăсатпăр. Çулталăк пуçланнăранпа çирĕм ытла мăшăра нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăннă ятпа саламланă. Вĕсенчен Упамсари Виталий Степановичпа Александра Петровна Леонтьевсем тата Тутар Сăкăтĕнчи Мансур Минулловичпа Зекия Абзалтдиновна Куликовсем çамрăк мăшăрсемшĕн чи кăтартуллисем. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ пурнăçри мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе 65 çул пĕрле пурăнаççĕ! Шел пулин те тимĕр туйне паллă тăвакансем районта нумаях мар.

Çĕнĕрен çуралакан çемьесен, çамрăк мăшăрсен камран тĕслĕх илмелли районти кашни ялтах пур. Хальхи вăхăтра патшалăх та çемьесене упрас, вĕсене аталанма пулăшас тĕллевпе чылай тимлет.

 Çамрăк, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр лартма пулăшмалли программăсем вăйра пулни те пурнăçа малалла хăтлăлатассипех çыхăннă.

 Н. ЕМЕЛИНА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Авангард



08 апреля 2022
17:44
2022 год
Поделиться