Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Профессие юратни çитĕнỹсем тума пулăшать

Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн акт залĕнче район шайĕнчи "Çулталăк учителĕ - 2022", "Чи лайăх класс ертỹçи - 2022", "Чи лайăх воспитатель - 2022", "Чи лайăх социаллă педагог - 2022", "Чи лайăх педагог-психолог- 2022" професси конкурсĕсен пĕтĕмлетĕв- не турĕç.

Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова саламларĕç.

 "Çулталăк учителĕ - 2022" конкурс çĕнтерỹçи ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Анастасия Анатольевна Кубикова тивĕçрĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Лейсен Ансаровна Узбекова, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен Ольга Сергеевна Васильева, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Васильевна Кудряшова - призерсем.

"Чи лайăх класс ертỹçи - 2022" конкурсра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4 класс ертỹçи Наталия Леонидовна Антонова çĕнтернĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Лейсан Равилевна Хисамутдинова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Чулпан Илдаровна Вахитова, Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти Гелия Феимовна Юнусова, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Алина Геннадьеввна Киргизова, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Ирина Николаевна Чагирова - призерсем.

 "Чи лайăх воспитатель - 2022" конкурсра Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача садĕнчи Илюзя Феридовна Купкенова воспитателе çитекенни пулман. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи Валентина Васильевна Гаврилова тата Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача садĕнчи Татьяна Николаевна Туктина воспитательсем - призерсем.

 "Чи лайăх социаллă педагог - 2022" конкурсра Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Лилия Индаровна Куликова мала тухнă. Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Луиза Витальевна Белова тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алина Михайловна Илюткина социаллă педагогсем - призерсем.

 "Чи лайăх педагог-психолог - 2022" конкурсра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алина Александровна Фролова çĕнтернĕ. Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Надежда Анатольевна Сорокина, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Милевшя Мевлетовна Шарафутдинова педагог-психологсем - призерсем.

 Чыса тивĕçнисене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç. Вĕрентỹ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ Светлана Елагина та саламларĕ.

"Çулталăк учителĕ - 2021" конкурсра çĕнтернĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Путяковăпа районти Общество канашĕн членĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Сафронова пухăннисене çăмăл мар ĕçре ăнăçусем сунчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



08 апреля 2022
17:41
Хроника
Поделиться